Пятница, 27 января

«Урмай-Залида» фестиваль иртет

«Урмай-Залида» фестиваль иртет

Апрелĕн 24-26-мĕшĕсенче Урмаел салинче Пĕтĕм халăхсен «Урмай-Залида» фестивалĕ иртет.

Унта Чăваш Республикинчи 22 хула, Тутарстан Республикин 13 муниципалитет, Мускав хулин, Чулхула, Ульяновск облаçĕсен, Мари Эл, Мордва, Удмурт, Пушкăртстан, Саха Якути Республикисен, Узбекистан, Туркменистан, Киргизи, Китай артисчĕсем хутшăнаççĕ.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Урмаел культура çуртĕнче «Урмай-Залида» фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Ульяновск хулипе облаçĕнчи тутар культура центрĕсен коллективĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Апрелĕн 26-мĕшĕнче фестивале хутшăнакансен пултарулăхне жюри членĕсем хаклаççĕ. Концерт каçхине 18 сехетре пуçланать. Куракансене Урмаелĕнчи культура çуртĕнче хапăл туса кĕтеççĕ. Çитсе курма васкăр!

(ХАМĂР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *