Четверг, 25 апреля

Санкт-Петербург хулинче пулнă

Мартăн 18-мĕшĕнче çĕр-шывра Раççей Президентне суйларăмăр. Çак паллă кунран аслисем çеç мар, кĕçĕн çулхи туссем те пăрăнмарĕç.

Тĕслĕхрен, кăçалхи январĕн 9-мĕшĕпе мартăн 25-мĕшĕччен пынă «Енчен те эпĕ Президент пулнă пулсан…» çамрăксен конкурснех илер. Унта Пĕтĕм Раççейри, çавăн пекех ют çĕршывсенчи пин-пин ача хутшăнса хăйсен проекчĕсемпе ыттисене паллаштарнă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем те конкурса хутшăннă. Акă, асăннă шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Виталина Шаринкинана илер. Хĕрачан ĕçĕсене жюри чи аваннисенчен пĕри тесе палăртнă, çавна май чиперкке иртнĕ кунсенче Санкт-Петербург хулинче пулса курчĕ.

— Хамăн ĕçсемпе ыттисене паллаштарма пултарнишĕн чунтан савăнатăп. Унсăр пуçне, çĕршывăн çурçĕр хулине çитсе курни мĕне тăрать?! Çакăн евĕр конкурссене малашне те хутшăнăп, — терĕ Виталина Шаринкина.

З.МУДАРИСОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *