Вторник, 31 января

Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнĕ май апрелĕн 24-25-мĕшĕсенче республикăра йĕркелекен мероприятисен планĕ çав тери анлă. Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн 14 субъектĕнчен хăнасем килсе çитмелле.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче хăнасем валли экскурси йĕркелеççĕ. Вĕсем Шупашкар хулин чи хитре те паллă вырăнĕсемпе паллашаççĕ. Чăваш Республикинчи Наци библиотекин «Серебряный век» галерейинче «Узоры земли чувашской» выставкăпа паллашма май пулĕ. Шупашкара килсе çитнĕ делегаци членĕсем Чăваш наци музейĕн канашлу залĕнче Чăваш Республикин культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕпе Константин Яковлевпа, Чăваш Наци конгресĕн президенчĕпе Николай Угасловпа тĕл пулаççĕ. Каçхине К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче И.С. Максимов-Кокшинскин «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльне курса киленеççĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи кунĕнче, чăваш тĕррин музейĕнче çавра сĕтел иртет. Чăваш наци библиотекинче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем тата культура ĕçченĕсем валли семинарсем йĕркелеççĕ.

Палăртса хăварма кăмăллă, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявланă çĕре культурăпа нацин 20 пĕрлешĕвĕ çавра сĕтеле хутшăнать. Чăваш наци библиотеки умĕнче «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» концерт тата флешмоб ирттерме палăртнă. Çавăн пекех И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хурĕç.

Икĕ куна пыракан уяв программи Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вĕçленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *