Суббота, 20 апреля

Чи маттуррисене чысланă

Апрелĕн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем професси уявне паллă тунă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă.

Уява пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх тăракан влаç сыпăкĕ пулнине палăртнă. Тăван çĕре юратни, профессири пысăк ăсталăх тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнни муниципалитетсене ăнăçлăн аталантармалли никĕс пулса тăнине каланă. Çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлени, халăхпа уççăн калаçни республикăра пурăнакансен кулленхи пурнăçĕн пахалăхне йĕр-келекен ыйтусене татса пама пулăшнине, çынсем пурăнакан вырăнсенче хулан хăтлă хутлăхне йĕркелессипе тата общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă проектсем пурнăçланнине уйрăммăн палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов пурне те чун-чĕререн саламланă, ырлăх-сывлăх суннă, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă. Республикăра муниципалитетсем лайăх аталаннине çирĕплетнĕ.

Яланхиллех пысăк хисепе тивĕçнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мухтаса патшалăх наградисене парса чысланă. Пирĕн районти Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Гордеева вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе наградăланă. Район администрацийĕн культура, информаци тата архив ĕçĕсен уйрăмĕн тĕп специалистне Валентина Шингаловăна «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе ĕçченĕсене, депутатсене, республикăра пурăнакан мĕнпур пуçаруллă çынна пурнăçра хастар пулнăшăн тата тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă Михаил Васильевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *