Вторник, 10 декабря

Салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ

Салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ

Раççейре çурхи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланса июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Раççей Президенчĕ çакăн пирки калакан хушăва информаципе право порталĕнче мартăн 30-мĕшĕнчех пичетленĕ. Кăçал пĕтĕм çĕршывĕпе 128 пин яш-кĕрĕм салтак атти тăхăнма хатĕрленет пулсассăн, 70 çын — Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчен. Шăпах çурхи призыв епле пынипе, яш-кĕрĕме çара илессипе çыхăннă улшăнусем пирки Чăваш Республикин çарĕç комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа калаçрăмăр.

— Сергей Юрьевич, каччăсене çара илессипе çыхăннă саккуна хăш-пĕр улшăнусем кĕртни паллă, чи малтан вĕсем камсене пырса тивеççĕ?

— Çар службин сумлăхĕ ỹсет. Унччен сывлăх енчен çара юрăхлах пулманнипе ун ретне тăманнисем тата запаса тухнисем паян çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕррине пĕлтереççĕ. Чылайăшĕ сывлăхне ла-йăхлатнă пулсассăн та саккунăн çирĕп йĕрки вĕсене çара илме ирĕк паман. Çакă професси суйланă чухне те, ĕçе вырнаçма пуçласан та ура хунине ăнланса пăлханакансем нумайланчĕç. Çулталăк вĕçĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă хушу çитменлĕхе пĕтерме тивĕç. Унпа килĕшỹллĕн, граждансем 27 çул тултарсан та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн çар ретне тăма пултараççĕ. Служба хыççăн вĕсем валли МЧСа, ФСБна тата ытти вăй структурине çул уçăлать.

— Призывникăн психологи уйрăмлăхĕсене яланах шута илнĕ. Малашне мĕнле пулĕ?

— Раççей Федерацийĕн «Çар яваплăхĕ тата çар служби çинчен» саккунĕнчи профессие психологи тĕлĕшĕнчен суйлассине пырса тивекен пая улшăнусем кĕртнĕ. Вăл граждансене çар службине хатĕрленĕ, салтака илнĕ чухне никĕс пулса тăрать. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене призыв комиссийĕ каччăн служба вырăнне, çара палăртнă чухне те шута илĕ.

— Çарĕç комиссариатĕнче миçе яш-кĕрĕм учетра тăрать? Тата контракт мелĕпе службăна каяс текенсем пур-и?

— Пурĕ 1000 яхăн каччă. Вĕсенчен 70-шĕ çурхи призывпа çара кайĕ. Призывниксен ытларах пайĕ аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ илнипе каярах повестка илĕ. Сывлăхĕ хавшакраххисене, судпа айăпланнисене çар ретне илместпĕр. Çемьере йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнисем енĕпе çăмăллăхсем пур. Контракт мелĕпе службăра тăракан çамрăк чылай. Районти 37 яш çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Вĕсем асăннă çула чи малтан пысăк çăмăллăхсем пуррипе те суйлаççĕ пулĕ. Тĕслĕхрен, контрактника пурăнмалли «тăваткал метрсем» уйăрса параççĕ, вăл ăна ипотека урлă харпăрлăха та куçарма пултарать. Çар çынни кăна мар, унăн çемье членĕсем те тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕпе усă кураяççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара — унăн ыранхи кунра шанăç пур — вăл должноçа кура ĕç укçи илет.

— Çар тивĕçне туллин пурнăçлакан çамрăксене палăртма кăмăллă, анчах çав вăхăтра салтака каясран тарса çỹрекенсем те пур пулĕ…

— Хальлĕхе вĕсем икĕ районпа 15-ĕн пулсассăн, Комсомольски тăрăхĕнчен 8 яш салтака каясран пăрăнать. Повестка илсе медкомисси витĕр тухнă хыççăн çара кайма юрăхлă тесе йышăннă çĕртех тивĕçлĕ сăлтавсăр тарса çỹрекенсем уклонистсен йышне кĕреççĕ. Çара каясран саккунсăр майпа хăтăлса юлни те — преступлени. Кун пеккисем пирĕн тăрăхра çук. Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет — арçыннăн пурнăçра икĕ тивĕç: ăрăва малалла тăсасси тата Тăван çĕршыва хỹтĕлесси. Апла пулсассăн çак яваплăха туллин пурнăçласчĕ.

А.ЕФРЕМОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *