Совет пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе паян, апрелĕн 17-мĕшĕнче, 100 çул çитрĕ. 1918 çулта В.И.Ленин «Вут-кăварпа кĕрешессине патшалăх енчен йĕркелемелли мерăсем çинчен» халăх комиссарĕсен совечĕн декретне алă пусса çирĕплетнĕ.
Çак кун пушар хуралĕн ветеранĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, «Бывших пожарных не бывает», — теççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, асăннă тытăмăн ветеранĕсем çамрăксене вĕрентсе пырса хăйсен опычĕпе паллаштарнă, паллаштараççĕ те. Уяв умĕн шăпах пушар хуралĕн ветеранĕсемпе, чылай çул ырми-канми тăрăшнă ĕçченсемпе, тĕл пултăмăр. Виталий Мамуткин 34 çул, Владимир Павлов 16 çул шаннă ĕçре тăрăшнă. Çак вăхăтра вĕсем хăйсен пĕлĕвĕпе опытне тĕпе хурса сахал мар ĕç пурнăçланă. Вут-кăвар сÿнтернипе пĕрлех шкулсенче, ытти учрежденисенче профилактикăпа ăнлантару ĕçĕсем сахал мар ирттернĕ. Вĕсем паян та çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ, унпа пĕрлех ĕçтешĕсемпе тĕл пулма та яланах хавас. Владимир Васильевичпа Виталий Борисович çамрăксене пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, кирлĕ пулсан яланах сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ.
— Ветерансемпе куллен тĕл пулса калаçатпăр. Çакă кулленхи ĕçре сахал мар пулăшать. Вĕсенчен вĕренмелли, ăса хывмалли нумай. Чылай çул пушар хуралĕн службинче ĕçленĕскерсен опычĕ пысăк, тавракурăмĕ анлă. Аса илмелли, вĕрентсе каламалли те пурах, — пĕлтерчĕ районти 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕ Сергей Алексеев.
Виталий Борисовичăн, пушар хуралĕнче виçĕ теçетке çул ытла тăрăшнăскерĕн, ĕçре темĕн те курма тивнĕ пуль. Калама çук пысăк синкерсене çĕнтерме пултарнăскере орден-медальсемпе, Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Çав наградăсене ăшă пÿлĕмре ларса мар, калама çук йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăну туса синкерсене сирнĕшĕн, вилĕмпе куçа-куçăн тăма тивсен те парăнманшăн, инкеке лекнисене вăхăтра пулăшнăшăн тивĕçнĕ.
Владимир Васильевич СССР ШĔМĔн Свердловскри пушар-техника училищинчен вĕренсе тухнă. Чи малтанах Етĕрнере ĕçе кÿлĕннĕ, 1982 çулта Павлова Комсомольски районне ĕçлеме янă. Ăна патшалăх пушар надзор инспекцийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ.
«Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пысăк пушарсем çине-çинех алхасатчĕç. Çулталăкне 30—40 хут вут-кăвар тухатчĕ. Çакă пĕтĕмпех ялта пурăнакансем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, электропроводсем юсавсăррипе, хутмалли кăмакасем кирлĕ шайра пулманнипе, ачасем шăрпăкпа вылянипе çыхăннăччĕ. Тăманлă Выçлире, Элпу-çĕнче ферма витисем, Хырай Ĕнелĕнче шкул, Чăваш Элпуçĕнче тÿрех виçĕ хуçалăх çунни асрах-ха. Калама çук пысăк çухату вĕт, — теççĕ ветерансем иртнине аса илсе.
— Шалта çын пуррине пĕлнĕрен пушарнăй хăй те хăрушлăха лекессине пăхмасăрах çурта кĕрет. Унăн тĕллевĕ — çын пурнăçне çăласси тата вут-кăвара çĕнтересси, — терĕ Виталий Борисович.
Икĕ ветеран пĕр-пĕрне кулленхи ĕçре пулăшса чылай çул ĕçленĕ. Шăпах вĕсем тăрăшнă вăхăтра пушар чаçĕн çĕнĕ çуртне хăпартнă.
— Унччен пушар хуралĕн çурчĕ паянхи «Мир продуктов» магазин вырăнĕнчеччĕ. Çĕнĕ çурт хăпартма вара хирте вырăн уйăрса пачĕç. Строительсем çулталăк хушшинче ĕçе пурнăçларĕç. Çĕнĕ çĕрте татах та пысăк хавхаланупа ĕçе кÿлĕнтĕмĕр: ĕçченсен йышне ÿстерчĕç, пушар сÿнтерекен автомашинăсем татах та пачĕç. Тăрăшса ĕçлеме пĕтĕмпех çителĕклĕ пулнă. Коллектив çав тери туслăччĕ. Илья Иванович Прохоров, Григорий Андреевич Митюков, Сергей Кириллович Батюков, Николай Иванович Галкин, Алексей Владимирович Шемекеев, Юрий Николаевич Иванов, Александр Михайлович Боровков, Сергей Павлович Марин, Николай Васильевич Степанов, Владислав Борисович Тихонов, Вячеслав Витальевич Мамуткин — пушар хурал службин хисеплĕ ĕçченĕсем-ветеранĕсем. Вĕсем вут-çулăм алхасакан вырăна вăхăтра çитсе чи малтан унпа кĕрешнĕ, çынсене çăлнă. Çăмăл мар ĕçре паха опыт, çаврăнăçулăх кирлĕ, — тет Владимир Павлов.
Çулăмпа кĕрешекенсем чăннипех те пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем вут-çулăмпа куçа-куçăн тăраççĕ, вăл мĕнле сăлтава пула тухнине тĕпчеççĕ. Сăмахран, пушар тухни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн ĕçченсен 1 минутра пуçтарăнса çула тухмалла, вырăна май килнĕ таран хăвăртрах çитмелле, лару-тăрăва хакласа кирлĕ йышăнусем тумалла. Инкекре кашни çеккунт, минут çав тери хаклă.
А.ЕФРЕМОВА.