Март — апрель уйăхĕсенче иртнĕ «Ешĕл планета — 2018» Пĕтĕм Раççейри ача-пăча экологи форумĕн республика шайĕнчи тапхăрне çак кунсенче пĕтĕмлетнĕ. Жюри членĕсем Чăваш Енри районсемпе хуласенчен килсе çитнĕ 560 ĕçе пăхса тухса хак панă. Сăмах май, форум 6 номинаципе иртнĕ.
«Ешĕл планета ачасен куçĕпе» номинацие пурĕ 470 ĕç тăратнă. Комсомольски районĕн яш-кĕрĕмĕ асăннă номинацире малти вырăнсемпе палăрни уйрăмах савăнтарать. Кунта Хырхĕрри тĕп тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсене Константин Ярабаровпа Яна Хроменковăна асăнмалла. Хастарсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2-мĕш вырăна вара «Лейсан» ача-пăча садне çÿрекен Азат Камальтдинов тивĕçнĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Роман Крылов «Авалхи йăла-йĕркесен нумай енлĕхĕ» номинацие хутшăнса 2-мĕш вырăна тухнă. «Çутçанталăк пуянлăхĕ пуриншĕн те» номинацие Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ хутшăннă. Анна Невская унта 3-мĕш вырăнпа палăрнă. «Йăла-йĕрке тата хальхи самана» номинацире «Лейсан» ача-пăча сачĕн коллективĕ тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Валентина Калюканова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Ешĕл планета — 2018» экологи форумĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, лауреачĕсене Дипломсем парса чыслĕç.
П.РОДИОНОВ,
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.