Пятница, 27 января

Пĕрле пуçтарăнса канашларĕç

 

«Единая Россия» партин Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи членĕсем апрелĕн 16-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Здоровое будущее» дискусси площадкине пуçтарăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче чи малтанах вырăнти парти уйрăмĕн секретарĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева сăмах илчĕç.
Вĕсем «Единая Россия» парти членĕсене дискуссие хастар хутшăнма, пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕç. Пĕрле канашламалли сăлтав вара чăннипех те нумай пулчĕ. Парти членĕсем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явма меллĕрех пултăр тесе «Будущее России», «Рядовые партии», «Непримиримость и контроль», «Обращение граждан — обратный контроль», «Проблемные точки и лучшие практики» секцисене пайланчĕç.
Кашни секци тухăçлă ĕçлерĕ. Пĕр-пĕринпе сÿтсе явмалли, çитменлĕхсене палăртмалли, ыйтусене уçăмлатмалли сахал мар пулчĕ. «Единая Россия» парти членĕсен тĕп тĕллевĕ çынсене хумхантаракан ыйтусене хускатса вĕсене татса парасси çеç мар, парти ĕçне пĕлсе йĕркелесси те. Сăмахран, граждансене ятарлă йышăну пÿлĕмĕсенче йышăнасси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăнса хăварчĕç. Ку енĕпе ĕçлемелли сахал мар иккен. Унпа пĕрлех çамрăксене те парти ĕçне ытларах явăçтарма тĕллев лартрĕç. Информаци технологийĕсем аталаннă май, шăпах Интернетра вĕсем валли парти ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытларах информаци вырнаçтарни витĕмлĕ пулĕ.
Çитĕнекен ăру валли ялсемпе районсенче çителĕклĕ ĕç вырăнĕ йĕркелесси те татса панă ыйтусен йышĕнче мар. Кадрсем хатĕрлессипе ĕçлемелли чылай. Çавна май «Единая Россия» парти членĕсем хумхантаракан ыйтусемпе тата та ытларах ĕçлеме шантарчĕç.
Пухăннисем тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма, ĕç-хĕле татах та лайăхлатма, парти членĕсене хавхалантарма шăпах çакăн евĕр дискусси площадкисем йĕркеленин витĕмĕ пысăк пулнине пĕрре кăна мар асăнчĕç.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *