Понедельник, 9 декабря

Шыв хăватне кăтартма тытăнчĕ

Шыв хăватне кăтартма тытăнчĕ

Çуркунне çитнĕ май нумайăшне, уйрăмах юханшыв, пĕве-кỹлĕ çывăхĕсенче пурăнакансене, ейỹ тапхăрĕ мĕнле иртсе каясси шухăшлаттарать. Шыв çыранран тухса пахчасене çитни тухăçа ỹстерме пулăшать теççĕ-ха, çав хушăрах пурлăха пысăк сиен те кỹме пултарать-çке вăл.

Акă, кăçалхи çулах илер. Апрелĕн 10-мĕшĕнче çанталăк ытла хăвăрт ăшăтса ячĕ, çавна май юр васкаса ирĕлме тытăнчĕ. Шăнран хăтăлса ĕлкĕреймен çĕр «ишĕлсе» аннă шыва пĕтĕмпех çăтса ĕлкĕрейменнине пула лапамсемпе варсем, уй-хир пĕтĕмпех çурхи шывпа тулчĕç. Кĕтнене паянхи кун вара паллама та çук, вăл пĕтĕмпех сарăлса кайнă. Çак кун Комсомольски ялĕнчи Энгельс, Пушкин тата Кĕтне урамĕсенчи сакăр çурт шыв ытамне лекнĕ. Паллах, кунта пурăнакансем ăна хăнăхса çитнĕ те пулĕ, апла пулин те кăçалхи çул лару-тăру питĕ хăвăрт улшăнасса никам та кĕтменччĕ. Çавăн пекех Александровка тăрăхĕнче, Кĕçĕн Каçал, Урмаел, Тукай Мишер ялĕсенче пурăнакансен те çак ỹкерчĕкех курма-тỹсме тивнĕ.

— Хальхи вăхăтра лару-тăрăва тĕрĕслесех тăратпăр, ку енĕпе оперативлă штаб ĕçлет. Кĕтне юханшывĕнчи шыв шайне те кунсеренех тĕрĕслетпĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пыракан ушкăн шыв илме пултаракан вырăнсене кунсерен тухса çỹрет, вырăнти ĕç-хĕле контрольте тытать. Эпир апрелĕн 10-11-мĕшĕсенче районти кашни ял тăрăхне çитрĕмĕр, унти ĕç-хĕлпе паллашрăмăр, — терĕ райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Димитрий Галкин.

Автоçулсем пирки калас пулсан, хальлĕхе çурхи шыв, урлă юхса чăрмантарнисĕр пуçне, вĕсене пысăк сиен кỹмен тесе пĕлтереççĕ. Шыв шайĕ, паллах, хăпарнă, апла пулин те чи пахи — гидросооруженисем тĕрĕс-тĕкел ĕçлени. Комсомольски ялĕнчи плотина урлă шыв юхнă кăна пулсан, Хырай Ĕнелсен плотини урлă каçакан çула палăрмаллах сиен кỹнĕ. Урмаел салин Речная урамĕнче те йĕркеллех. Паллах, ейỹ тапхăрĕнче лăпланса ларма май çук, район территорийĕнче халĕ «повышенная готовность» лару-тăру режимне йышăннă, — палăртрĕ оперативлă штаб ертỹçи Александр Осипов. — Çавăн пекех эпир çак кунсенче шыв айне юлнă лаптăксенче пурăнакан халăхпа тĕл пултăмăр, вĕсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Йывăрлăха лекнисене эвакуацилес терĕ-мĕр, анчах вĕсем хирĕçлерĕç, — тесе пĕлтерчĕ.

ХУШСА КАЛАНИ: Çурхи кун питĕ ултавлă. Шыв кайнине курма, мăнаçлă шывăн сассине итлеме ача-пăча кăна мар, хушăран аслисем те килĕштеретпĕр. Анчах та ку чылай чух инкекпе вĕçленме пултарать. Çавăнпа та çак тапхăрта кỹлĕсем çывăхне тухса çỹреме юрамасть. Çак кунсенче, акă, тĕслĕхрен, Шăмăршă районĕнче 10 çулхи хĕрача шыва кайса вилнĕ. Пĕчĕкскер, те пушмакне çăвас тенĕ ĕнтĕ? Туссем, çавăнпа та питĕ асăрхануллă, ачасемпе тимлĕ пулăр. Ăнсăртран инкек курмалла ан пултăрччĕ!

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *