Хисеплĕ ятпа чыса ĕçре туптанă

Хисеплĕ ятпа чыса ĕçре туптанă

Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ỹснĕ Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Леонтий Николаевич Акчурин пурăннă пулсассăн ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 85 çул тултаратчĕ.

Шел пулин те, маттур çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. 1985 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче çул çинчи инкек Леонтий Николаевичăн, мăшăрĕн Варвара Ильиничнăн тата Венера мăнукĕн пурнăçне ĕмĕрлĕхех татнă. Калама çук пысăк хуйхă çемьене çеç мар, ялта, районта пурăнакансене пырса тивнĕ. Апла пулин те ырă çын хăйĕн хыççăн ырă ят хăварма ĕлкĕрнĕ. Ăна паян та ăшшăн аса илеççĕ, сума сăваççĕ. Сăмахран, 2006 çулта Леонтий Николаевич пурăннă çурт çине Хисеп хăми çакнă. Кашни çулах ун ячĕпе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче шашка-шахмат турнирĕ иртет, кăçал ăна апрелĕн 15-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Çуралнă тăрăхра пурăнакансемшĕн вăл — хисеплĕ те пултаруллă çын. Унăн ячĕ ял историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.

— Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи 7 класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсассăнах, Леонтий Красин ячĕллĕ колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. Чи малтанах тракторист пулăшаканĕ пулнă вăл. Ăсталăхне кунран-кун ỹстерсе пынă, аслисенчен çĕннине вĕреннĕ, опыт пухнă. Ĕçлес, çитĕнỹ тăвас ĕмĕтпе пурăннă. Ахальтен мар Совет çарĕнчен таврăнсассăн вăл Канаш хулинчи ял хуçалăх механизаци училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк специалист тăван яла таврăннă та ĕçе кỹлĕннĕ. Тракторист профессийĕ ытла та кăмăла кайнă пулĕ çав. Шаннă ĕçе Леонтий яланах вăхăтра пурнăçланă. Кун пирки пĕрле ĕçленисем сахал мар аса илеççĕ. Канлĕх мĕнне нихăçан та пĕлмен вăл. Иртен пуçласа каçченех шаннă ĕçре тăрăшнă, — аса илет Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев.

1967 çулта районта пĕрре-мĕш хут сухаçăсен ăмăртăвне ирттереççĕ. Вăл вăхăтра Леонтий Николаевич 1959 çулта йĕркеленнĕ «Красный Октябрь» колхозри пĕрремĕш бригадăн чи ăста тракторисчĕ пулнă. Тăрăшуллăскер унта пĕр шикленмесĕрех хутшăннă, ыттисен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллашас тенĕ пулĕ. Ĕçтешĕсен паха опычĕпе паллашнипе пĕрлех, сухаçăсен ăмăртăвĕнче вăл çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илет. Район чемпионне хулпуççи урлă хĕрлĕ хăю çыхса яраççĕ, хаклă парнепе чыслаççĕ.

Çамрăк тракторист татах та пысăк хавхаланупа ĕçе кỹлĕнет. Хăй чăннипех те маттур пулнине вăл çитес çулхи ăмăртура тепĕр хутчен çирĕплетсе парать. Районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче Леонтий умлă-хыçлах тăватă хутчен чемпион ятне тивĕçет. Трактористсен республикăри конкурсĕнче те вăл пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çакă пĕтĕмпех ĕçе тăрăшса пурнăçланипе, ăна чунтан юратнипе, яланах малтисен ретĕнче пулма ăнтăлнипе çыхăннă.

Леонтий Николаевич ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене чи малтан ăша хывнă. Тĕслĕхрен, конвертлă майпа сухалассине, челнок меслечĕпе сапаласа акассине те вăл районта пуçласа усă курнă. Маттур ĕçчен çĕнĕлĕхсене алла илессинчен нихăçан та хăраман, вĕсем тухăçлăха тата унăн пахалăхне ỹстернине тĕпе хурса ĕçленĕ. Хăйсем аталанса пынипе пĕрлех ĕçтешĕсене те пĕрле явăçтарнă. Тĕслĕхрен, Йăвашкел ялĕнче пурăннă Николай Кольцов шăпах Леонтий Акчурин ĕçне пысăка хурса хакланă çеç мар, нумайăшне унран вĕренсе пынă. Паянхи кун вăл пирĕн хушăра çук пулин те, Леонтипе пĕрле ĕçленĕ çулсене яланах питĕ пысăк хавхаланупа аса илнĕ. 70-80-мĕш çулсенче «Заря» колхозра тăрăшнă Роман Афанасьев та ĕçрен нихăçан та хăраман, малтан мала утакан трактористсене ырăпа асăнать. Шăпах вĕсене виççĕшне — Леонтий Акчурина, Николай Кольцова, Роман Афанасьева — ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ячĕсене параççĕ.

Леонтий Николаевич обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрнă. Ăна пĕр хутчен кăна мар район тата ял Совечĕсен халăх депутатне суйланă. 1975-1979 çулсенче вăл СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Леонтий Николаевич СССР Верховнăй Совечĕн Наци совечĕн халăх усă куракан таварсен комиссийĕн членĕ те пулнă.

Вăл чăннипех те ывăнма пĕлмен ĕçченсен йышĕнчен пулни куç кĕрет. Çывăх тăванĕсем те ун пирки акă çапла аса илеççĕ:

— Атте пушă ларнине нихăçан та курман эпир. Ир-ирех ĕçе васкатчĕ, мĕн çĕрлечченех тăрăшатчĕ. Хĕрỹ вăхăтсенче талăкĕпех ĕçре «çухални» те пĕрре кăна мар пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне чăннипех те юрататчĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе ĕçленине те пысăк хавхаланупа каласа паратчĕ. Пурăннă пулсассăн сахал мар çĕнĕлĕх ĕçе кĕртетчĕ вăл. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Юрий тата Илья шăллăмсене техникăпа туслаштаратчĕ, тракторпа ĕçлеме, ăна юсама хăнăхтаратчĕ. Ачисем те хăйĕн çулĕпе утасса шанатчĕ. «Ĕç çынна илем кỹрет» текен каларăш çемьере тĕп вырăн йышăннă, — аса илет хĕрĕ Галина.

Варвара Ильиничнăпа Леонтий Николаевич Акчуринсем тăватă ачана — икĕ хĕрпе икĕ ывăла — кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма пỹрмен вĕсене. Апла пулин те Акчуринсем ывăл-хĕрне лайăх воспитани панă, тĕрĕс çулпа утма вĕрентсе хăварнă. Галина, Юрий, Юлия, Илья ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕпе савăнăçĕ пулнă. Вĕсем пурте çемьеленнĕ, ача-пăчаллă пулнă, пурнăç урапи малалла куснă. Юрий ывăлĕ çеç пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Акчуринсем ашшĕ-амăшĕн хисеплĕ ятне яланах çỹлте тытаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсене те çаплах вĕрентсе ỹстереççĕ. Улми йывăççинчен айккине ỹкмест теççĕ. Акчуринсен çем-йинче те çаплах: пурте тăрăшуллă та маттур. Çакă аслă ăру çыннисенчен пырать, йăхран йăха куçать.

Пултаруллă механизатор Леонтий Акчурин ĕçне партипе правительство пысăка хурса хакланă. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕ тăрăх, ял хуçалăх производство аталанăвĕнчи çитĕнỹсемшĕн 1971 çулта ăна Социализмла Ĕç Геройĕ ят парса чысланă. Леонтий Акчурин — Ленин орденĕн кавалерĕ.

Петр Баринов асаилĕвĕнчен: Леонтий Акчурин маттур, харсăр, çав вăхăтрах çав тери сăпайлă та кăмăллă ĕçченччĕ. Вăл нихăçан та хăйне мăнна хурса калаçмастчĕ. Ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăна тухнăскер, нумай наградăсене тивĕçнĕскер нихăçан та пуçа каçăртса çỹренине курман. Вăл таврари чи ăста тракторист пулнă, ыттисем унран вĕреннĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *