Пятница, 3 февраля

Ентеш ячĕпе — ăмăрту

Ентеш ячĕпе — ăмăрту

Апрелĕн 7-мĕшĕ — сывлăх кунĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çак куна кунтан вĕренсе тухнă Леонид Борисова халалларĕç.

Леня 1976 çулта Çĕнĕ Мăратра çуралнă. Шкулта маттур та пул-таруллă каччă аван вĕреннĕ, художник пулма ĕмĕтленнĕ. Салтак çулне çитсен яш Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи пулнă. Шел пулин те, Чечен вăрçинче çамрăк каччăн пурнăçĕ татăлать. Леня ячĕпе шкулта çулсерен волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçалхи çул çак ăмăртăва 4 ушкăн хутшăнчĕ. Тăманлă Выçли, Шурут, Çĕнĕ Мăрат ялĕсен каччисемпе шкул ачисем пухăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем — Шурут ялĕн çамрăкĕсем. 2-мĕш вырăна Тăманлă Выçли ял çамрăкĕсем çĕнсе илчĕç. 3-мĕш вырăнпа Çĕнĕ Мăратсем палăрчĕç. Тĕрĕссипе, кам миçемĕш вырăн çĕнсе илни мар, ентеш-салтака çамрăксем асра тытни паха, пушă вăхăтра çамрăксем спортпа туслă пулни уйрăмах савăнтарать.

Чи маттуррисене парнесемпе Хисеп хучĕсем, медальсем парса чысларĕç. Сăмах май, парнесене хатĕрлеме пулăшнăшăн Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн коллективĕ ялти харпăрлăхра лавкка тытакансене, Леня Борисовпа пĕр класра вĕреннĕ тусĕсене, «Заря» хуçалăх ертỹçине Владимир Макарова, Чăваш Республикинчи «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕн представителĕсене чунтан тав тăвать.

Алена МАРКИДАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *