РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн следстви пайĕ В. гражданин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда янă.
В. гражданин пĕлтĕрхи август уйăхĕнче «Круиз» кафе умĕнче пулнă. Вăл Е. гражданинран автомашинине сиен кỹнĕшĕн укçа илес тĕллевпе унпа тĕл пулнă. Анчах ĕç-пуç урăхларах çаврăнса кайнă. В. Е-на пуçĕнчен икĕ хут çапнă. Çавна май унăн сывлăхне сиен кỹнĕ. Преступлени тăвакан çын Е. кĕсйинчен телефонне кăларса илме те именмен. Ăна парăма татнă хыççăн тавăрса пама шантарнă.
В. гражданина РФ Уголовлă Кодексĕн 330-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе айăпланă. Ăна çулталăклăха ирĕк прависĕр хăварнă.
М.ЕВДОКИМОВА, следователь.