Понедельник, 14 октября

Хăвăрăн уастковăя паллатăр-и?

Хăвăрăн уастковăя паллатăр-и?

Çук-и? Апла пулсан ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа унпа паллашма пултаратăр. Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, «Ырă кун, эпĕ сирĕн участковăй!» акци старт илчĕ.

Ялсемпе хуласенче ĕçлесе пурăнакан «Анискинсем» акци вăхăтĕнче хăйсем пăхса тăракан районсемпе микрорайонсене çитĕç, унта пурăнакан халăхпа тĕл пулĕç, граждансене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем шырĕç. Çавăн пекех полици ĕçченĕсем телефон номерĕпе хăйсен визит карточкине хăварĕç.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви ку мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăккине çирĕплетет, халăхăн полицин участок уполномоченнăйĕсене сăнран пĕлмелле, вĕсен граждансемшĕн çивĕч ыйтусене татса панă чухне шанчăклă пулăшакан пулмалла тесе шутлать. Çапла майпа çынсем йĕрке хуралçисене ытларах шанма пуçлассине палăртаççĕ. Аса илтеретпĕр: сирĕн участокшăн кам яваплине эсир ЧР ШĔМĕн сайтĕнче пĕлме пултаратăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *