Суббота, 4 февраля

Хуçалăхсем çуракине хатĕрленеççĕ

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕр. Хальлĕхе хуçалăхсенче тракторсемпе прицепсене, сỹрелемелли, акмалли, лартмалли агрегатсене хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Унпа пĕрлех çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кỹрсе килеççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсене 337 тонна дизтопливо кỹрсе килнĕ, ку палăртнин 84 проценчĕ. Автомашинăсем валли 28 тонна бензин илсе килнĕ, тата 32 тонна кирлĕ. Минераллă удобренисем туянассипе те çине тăрсах ĕçлемелле, хальлĕхе хуçалăхсенче 1069 тонна удобрени пур.

Çураки вăхăчĕ хăвăрт çитет. Çавăнпа та кашни кунпа пĕлсе усă курса палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласчĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ, тĕп агроном

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *