Вторник, 8 октября

Белоруссен сĕте урăх çĕршывсене сутма тивĕ

РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев «Новости» информагентствăна панă интервьюра Беларуç Республикинчен кỹрекен сĕт пахалăхĕ япăххине асăннă. Çавăн пекех министр сĕт отраслĕнче ĕç-пуç мĕнле пынине, унсăр пуçне Раççей çĕршы-вĕнчи лавккасенче «сыр евĕр продуктсене» сутма чарас тĕллевпе мĕн-мĕн тумаллине те тĕплĕн каласа панă.

Тĕслĕхрен, кăçал хĕллехи вăхăтра та халăхран пухакан сĕт хакĕ палăрмаллах пĕчĕк пулчĕ. Юлашки пилĕк çулта ку пулăм — пĕрремĕш хут. Паллах, вырăнта сĕт туса илесси те çулсеренех ỹссе пырать. 2013 — 2017 çулсенче вăл 2,2 миллион тонна çитнĕ. Çав вăхăтрах ют çĕршывсенчен кỹрекен сĕт продукцийĕ 2,8 миллион тонна чакнă. Экспертсем «Эпир сĕт калăпăшне çулсерен 500 пин тонна çитерме пултаратпăр», — тесе çирĕплетеççĕ.

— Пирĕн тĕп тĕллев — сĕт рынокĕн 90 процентне хамăрăн продукципе тултарасси, — малашнехи ĕмĕт-тĕллевсемпе паллаштарнă министр.

Белоруссинчен кỹрекен типĕтнĕ сĕт хакĕ йỹнĕ пулнипе йогурт, чăкăт, хăйма продукцийĕсене хатĕрлекенсем те усă кураççĕ — таса сĕте типĕтнипе улăштараççĕ. Сыр тăвакансем те чееленме хăнăхса çитнĕ — сыр продуктне сыр тесе янтăлаççĕ. 2017 çулта кăна Раççее çакăн евĕр апат-çимĕçе 150 пин тонна яхăн кỹрсе килнĕ, вĕсемпе суту-илỹ вырăнĕсем тулсах ларнă. Паллах, таса сырпа сыр продукчĕн хакĕсем те тĕрлĕрен. Пирĕн производительсем хăйхаклăх пысăккипе вĕсемпе танлашаймаççĕ, çавна май пĕрин хыççăн тепри панкрута тухаççĕ.

Çав вăхăтрах халăхăн та паллă мар пахалăхлă продукци туянма тивет, мĕншĕн тесен айккинчен илсе килекен тавара таможня туллин тĕрĕслеменнипе кăтартусем 45 кун кая юлса çитеççĕ.

— «Уçă алăкран» кĕрекен тавара «Меркурий» системипе йышăнма тытăнсан аван пулмалла, — палăртнă Александр Ткачев министр.

Унсăр пуçне федераци бюджетĕнчен куçнă нухрат пирки те манмалла мар. Сĕт отрасльне аталантарма, тĕслĕхрен, юлашки 3 çулта 87 миллиард тенкĕ хывнă пулсан, сĕт туса илекенсем кăçал кăна 84 миллиард тенкĕ çухатнă. Ку питĕ начар япала. Панкрута тухассине чарма вара федераци бюджетĕнчен куçакан укçа-тенкĕ анчах пултарĕ.

Сыр евĕр продукцие ветеринари тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тытăнсан, çавăн пекех типĕтнĕ сĕтрен сыр тума чарсан кăтартусем аван пулмалла. Сĕт продукцине туса илнĕ çĕрте ỹсен-тăран çăвĕпе усă курма чармалла. Палăртнă ку тата çакăн евĕр ытти улшăнусене йышăнсан сĕт рынокĕнче те ырă улшăнусем пулĕç тесе шансах тăратпăр.

А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *