Четверг, 25 апреля

Ырă йывăçăн çимĕçĕ тутлă

Ырă йывăçăн çимĕçĕ тутлă

Кирек епле çыншăн та тăван енрен хаклăраххи, пахараххи урăх çук. Ара, вăл кунта çут тĕнчене килнĕ, ансăр сукмакпа шкула чупнă, вырăнти кÿлле-пĕвене шыва кĕме васканă, вăрмана кăмпа-çырлана çÿренĕ, хăйĕн телейне те çакăнтах тупнă. Виçпÿрт ялĕнче пурăнакан Мария Михайловна Прохорова та çак шухăша манпа сăмахланă май пĕрре кăна мар асăнчĕ.
— Тăван тăрăх илĕртнĕрен-ши, мăшăра çакăнта тĕл пулнăран-ши, ĕмĕрĕме те кунтах ирттеретĕп. Ачасем те ют çĕре каймарĕç, Каçал тăрăхĕнчех тĕпленчĕç. Вĕсем çывăхра пурăннăшăн савăнатăп. Час-часах тăван киле пуçтарăнаççĕ. Йăпăртлăха та пулин кĕрсе тухаççĕ, — терĕ сăмах пуçарса кинемей.
Маттур хĕрарăм! Ун пирки çаплах калас килет. Мария Михайловна — 12 ача амăшĕ. Çак кунсенче 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пурнăç çулне ахальтен утса тухман вăл. Унăн пуянлăхĕ — куç тулли ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем. Епле савăнмăн? Пурте пĕрле уяв кĕрекине ларсассăн 60 яхăн пухăнаççĕ вĕсем.
— Йăха тăсакансем пурришĕн чăннипех те савăнатăп. Мăшăрпа, Илья Ивановичпа, чи малтанах йышлă çемье пирки шутламан та пуль. Çемье çавăрнă хыççăн тĕпренчĕксем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килчĕç: Владимир, Николай, Михаил, Алексей, Иван, Сергей, Марина, Ирина, Альбина, Илья, Петр, Александр. Ÿссе çитĕнсен хамăра пулăшакансем пулччăр тесе кашнине пиллерĕм. Мăшăр та çаплах калатчĕ. Акă, кĕçĕнни тăван килтех тĕпленчĕ. Ачасем пĕчĕк чухне те, халĕ те ĕçрен ютшăнмаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахчара ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшмалла-и, ĕç тумалла-и — чи малтан ал параççĕ. Çакăншăн чăннипех те савăнатăп. Турра мухтав! Ачасем, кинсем, кĕрÿсем çав тери кăмăллă. Тавах вĕсене, — чунне уçса калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Мария Михайловна хăй те мĕн ачаранах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ, колхозра бригадăра тăрăшнă. Унтан ялти шкулта техничкăра чылай çул ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçе çитерекен сукмакпа утнă. Çав вăхăтрах вара килти ĕçе пурнăçлама та, ачисене пăхма та, кĕпе-йĕмне çуса тасатма та ĕлкĕрнĕ. Вăл çеç-и, Прохоровсем тĕп килте юлнăран çĕнĕ çурт лартма та вăй çитернĕ. Вăрмана çÿренине, йывăç турттарнине, çурта хăйсен вăйĕпех лартнине паянхи пек ас тăвать хĕрарăм:
— Мăшăрпа пĕрле вăрмана пĕрре кăна мар кайнă, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыма тăрăшнă. Пĕччен пурнăçламалли ĕç мар вĕт. Эпир яланах пĕр тĕллевпе пурăннă: çĕнĕ çурт лартмалла, ачасене ура çине тăратмалла. Хамăрăн тивĕçе туллин пурнăçланинче иккĕленÿ çук. Ывăл-хĕрсем çемьеленнĕ, ача-пăчаллă пулнă.
Мария Михайловнăна, 12 ачана кун çути парнеленĕскере, 1982 çулта «Ача амăшĕ-героиня» ят парса чысланă. Нумай ача çуратнăшăн хĕрарăма «Ача амăшĕн мухтавĕ» медальпе те пĕрре кăна мар наградăланă. Вĕсене Мария аппа çемье архивĕнче чи хаклă тупрана упранă пек упрать. Ытти награда та нумай унăн. Вĕсене пĕтĕмпех тăрăшуллă ĕçленĕрен, шаннине вăхăтра пурнăçланăран тивĕçнĕ вăл.
— Эпĕ чи телейлĕ çынсенчен пĕри. Юратнă мăшăрпа 50 çул килĕштерсе пурăнтăмăр, ача-пăча çуратрăмăр, çурт хăпартрăмăр, йывăç-тĕм пайтах лартрăмăр, 22 мăнука тата вĕсен 13 ачине утьăкка сиктертĕмĕр, татах та сиктересчĕ-ха, сăпка юрри юрласчĕ. Çумра ачасем, мăнуксем, çывăх тăвансем пуртан эпĕ пуян. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă пулсассăн тата мĕн кирлĕ? — терĕ савăнса Мария Михайловна.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: ырă йывăçăн çимĕçĕ тутлă текен каларăш шăпах Прохоровсен йышлă çемйи пирки. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене ырра, ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ, халĕ Мария аппан çитĕнтернĕ çимĕçпе савăнма сăлтав пур. Çакă мар-и вăл анне телейĕ? 
«Пĕччен хулă хуçăлать, пĕччен пуçăм усăнать», — теççĕ ваттисем. Прохоровсем мĕнпур тăванĕпе туслă пурăнаççĕ, уявсенче пĕрле кĕрекене лараççĕ. Çакăнтан лайăххи çĕр çинче урăх ним те çук пек туйăнать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *