Пятница, 4 октября

Мăнкун – сăваплă кун

Мăнкун – сăваплă кун

Мăнкун — чи çутă та чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Кăçал вăл апрелĕн 8-мĕшĕнче пулать. Эпир уява чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мăнкун каçхине чиркĕве каясси те йăлана кĕнĕ. Уяв умĕн шăматкун священнослужитель Турă Тупăкĕ ларакан çĕртен сăваплă çулăм илсе тухать. Çак Çулăма пирĕн пата Иерусалимранах илсе çитереççĕ. Мăнкун умĕнхи каç çÿл тÿпере çăлтăрсем те нихçанхинчен нумайрах та çутăрах. Христос чĕрĕлсе тăнă çак Аслă кун хĕвел те ташласа тухать теççĕ. Мăнкунта аслисем те, ачасем те çĕнĕ тумтир тăхăнаççĕ. Килте яланах тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, кукăль пĕçереççĕ. Çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн-чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ, ырлăх сунса виçĕ хутчен чуптăваççĕ. Тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ, çăмарта шаккаса паттăр пулаççĕ. «Çапах та çăмартине мĕншĕн хĕретеççĕ-ха?» — ыйтаттăм кукамайран пĕчĕк чух. Вăл: «Ку Христос чĕрĕлсе тăнине, унăн сăнне хĕрлĕ тĕс çапнине пĕлтерет», — тетчĕ.
Уяв ячĕпе сире, вулакансем!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *