Четверг, 25 апреля

Лейсан вĕренÿре маттур

Лейсан вĕренÿре маттур

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ырă кăмăллă вĕрентекенсем ачасене кирлĕ пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Телейпе çиçекен куçлă вĕренекенсем вара çутă малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ, хăйсен умне çирĕп тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлаççĕ. Шкулти мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем спортра, вĕренÿре, пултарулăхра та хастар.
Шăпах вĕсенчен пĕри — 11 «б» класра пĕлÿ пухакан Лейсан Минуллина. Ахальтен мар маттур хĕр калаçу пуçарсанах:
— Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ, — терĕ. Шкул чысне конкурс-олимпиадăра, ăмăртусенче хÿтĕлесе çÿле çĕклекен-скер, кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Стипендиат пулма пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă çамрăксем çеç тивĕçееççĕ. Лейсан çавăн пеккисен йышĕнчен, вĕренÿре çав тери маттур вăл.
Вĕренекен олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче мала тухнă. Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Район шайĕнче çеç мар, вăл республика, регион шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Математика, физика, информатика, вырăс чĕлхи, географи предмечĕсене уйрăмах кăмăллать. Вĕсене çăмăллăнах шĕкĕлчет. Ăслăлăх конференцийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче те хĕр çивĕч ăсĕпе палăрать. Хăйĕн пĕлÿ шайне ÿстерес тĕллевпе Лейсан республика, Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен олимпиадăсене, интернет-конкурссене хутшăнать. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вăл республикăри çамрăк математиксен турнирĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Регионсем хушшинчи сочиненисен «Серебряное перо» конкурсĕнче те вăл малти вырăна йышăннă.
— Лейсан — пирĕн шкул чысĕ те мăнаçлăхĕ. Питĕ тăрăшуллă вăл. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе килет, обществăлла ĕçсенче те хастар. Олимпиадăсене, конкурссене хаваспах хутшăнать, çитĕнÿсемпе савăнтарать, — мухтать стипендиата Надежда Боровкова вĕрентекен.
Маттурскер спортпа та туслă. Алă вăйне виçессипе районта та, республикăра та пĕрре кăна мар мала тухнă вăл, армрестлинг спорчĕн пĕрремĕш разрядне тултарнă.
— Алла аттестат илме хатĕрленекенĕн чăннипех те пушă вăхăт сахал. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмелле, уроксене тĕплĕн пурнăçламалла. Унсăр пуçне библиотекăна çитме те вăхăт тупмалла. Апла пулсассăн та юлташсемпе уçăлса çÿреме, пушă вăхăта усăллă ирттерме май тупатăпах, — кăмăлне уçрĕ Лейсан.
Вĕренÿри, обществăлла ĕçри çитĕнÿсемшĕн пĕлтĕр Лейсан «Артек» лагерьте канма путевкăна тивĕçнĕ.
— Пурнăçра кашни çыннăн çутă ĕмĕт пур. Эпĕ вара мĕн пĕчĕкренех «Артекра» канса курасси пирки ĕмĕтленеттĕм. Пĕлтĕр ĕмĕт пурнăçланчĕ. Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсем кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетрĕмĕр çеç мар, тавракурăма ÿстертĕмĕр, çĕнĕ тус-юлташ тупрăмăр. Виçĕ эрне виçĕ кун пек иртсе кайрĕ. Кичемленсе ларма вăхăт пулмарĕ, тăтăшах конкурссем, пултарулăх каçĕсем, çавра сĕтелсем йĕркелерĕç. «Артекра» чăннипех те чи пултаруллă та маттур, пуçаруллă ачасем канаççĕ. Вĕсен тавракурăмĕ анлă, пĕлÿ шайĕ пысăк. Пĕр сăмахпа каласан, «Артекра» канни ĕмĕрлĕх асра юлать. Паянхи кун та унта ирттернĕ хаваслă вăхăта аса илетĕп те, çĕнĕрен çĕнĕ хавхаланупа вĕренÿ тĕнчине путатăп. Манăн тĕллев — вăтам шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илесси, — пĕтĕмлетрĕ хĕр.
Хĕрупраç çакăн пек тăрăшуллă пулнинче ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк. Шăпах вĕсенчен Лейсан тĕслĕх илет те ĕнтĕ. Çывăх çыннисен хавхалантаракан сăмахĕсем, сĕнÿ-канашпа пулăшни нимрен паха уншăн. Ку вара вĕренÿре çеç мар, пурнăçра та çĕнтерÿçĕ пулма çунатлантарать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *