Понедельник, 7 октября

Вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсем

Вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсем

 

Акă, çак кунсенче çеç Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансем — Кадире Минегалиевна Багаутдинова /Тутар Шурут/, Алексей Иванович Седюков /Шурут/ — 90 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене РФ Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ янă, ырми-канми ĕçшĕн, тăрăшулăхшăн тав тунă. Хисеплĕ çынсене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Кадире Багаутдинова Тутар Шурут ялĕнче кун çути курнă, кунтах унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ иртнĕ. Тăван ялтах çемье çавăрнă вăл, кунтах тĕпленнĕ. Багаутдиновсем 7 ачана пурнăç парнеленĕ, тĕрĕс воспитани панă. Паян вăл 15 мăнукĕпе тата вĕсен 17 ачипе савăнать. Телейĕ — ăрăва тăсакансенче.
Алексей Иванович та çуралнă кĕтесрех кирлĕ пулнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл «Урожай» колхозра ĕçленĕ. Седюковсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ, паян ывăлĕн çемйипе тĕп килте пурăнать вăл.
Тăхăр теçетке çул кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатман-ха ветерансем.
«Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?» тесе ыйтсан ватăсем «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хаклани, пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни», — теççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *