Пенси ÿснĕ

Пенси ÿснĕ

 

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри 27 пин çыннăн социаллă пенсийĕсем 2,9 процент ÿснĕ.
Раççей Правительствин 2018 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи 302-мĕш йышăнăвĕпе патшалăх тивĕçтерекен пенсисен виçи пĕлтĕр Раççейре пенсионерсене пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк суммăна ÿстернĕ май апрелĕн 1-мĕшĕнче 2,9 процент пысăкланнă. Тĕпрен илсен, вĕсем — социаллă пенсисем, çавăн пекех вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсене, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшне, техника катастрофисенче нуша курнисене тата граждансен ытти категорине параканнисем. Патшалăх пулăшăвĕпе вĕсене ĕçленине пăхмасăр тивĕçтереççĕ.
Пенсин асăннă тĕсĕсене республикăра пурăнакан 27 пин çын тивĕçет, çав шутра 25 пинĕшĕ — социаллине. Вĕсем уйăхсерен вăтамран 224 тенкĕ ытларах илме тытăнаççĕ. Пенси сумми 7,9 пин тенке çитет, сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен — 12,44 пин тенке.
Комсомольски районĕнче социаллă пенси илекен 660 çыннăн тÿлевне индексациленĕ.
Аса илтеретпĕр, ĕçлемен граждансен страховани пенсине кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен — 3,7, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине 2,5 процент /вĕсен çав шута кĕрекен социаллă пулăшу пуххине те пысăклатнă, халĕ унăн хакĕ уйăхра 1075,19 тенкĕпе танлашать/ индексациленĕ. Август уйăхĕнче ĕçлекен пенсионерсен страховани пенсине 2017 çулшăн коррекцилеççĕ.
Социаллă пенсисене пысăклатнă май, пенсисем тÿлеме каякан нухрат республикăра ака уйăхĕнче тата 6,5 миллион тенке яхăн ÿсет, çулталăк вĕçлениччен — 59 миллион. Кăçал Чăваш Ен çыннисене пенсипе тивĕçтермешкĕн — 57 миллиард, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ валли 2,9 миллиард тенкĕ тăкакламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *