Суббота, 4 февраля

Усал чиртен асăрханмаллах

Медицина статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки 20 çулта Раççейре арçынсем хушшинче усал шыçă чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ 47 процент, хĕрарăмсем хушшинче вара 35 процент ÿснине палăртаççĕ.
Çав вăхăтрах асăннă чирпе чирлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çулталăк хушшинче вилет. Çакăн тĕп сăлтавĕ — чире юлашки тапхăрта тупса палăртнине пула унран сипленме вăхăт юлманни. Енчен те хальтерех пуçланнă усал шыççа пĕрремĕш е иккĕмĕш тапхăрта тупса палăртсан çулталăк хушшинче чирлисен 8—12 проценчĕ çеç вилет, виççĕмĕш тапхăрта палăртсан — 58 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, тăваттăмĕш тапхăрта вара — 86 проценчĕ. Асăннă чиртен вăхăтра сипленни усал шыçăсенчен пĕтĕмĕшле хăтăлма май парать тата чирлекенсен ĕмĕрне те вăрăмлатма пулăшать. Усал шыçă чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртасси — врачсен тĕп тĕллевĕ.
Рак чирĕнчен сыхланса ирттермелли ĕçсене виççĕ тапхăра пайлаççĕ. Паян вара усал шыççа пуçаракан сăлтавсене палăртса пĕрремĕш тапхăртах туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăрасшăн. Çакăнта ĕнтĕ этем организмĕ çине канцерогенлă факторсем витĕм кÿнине пула усал шыççа пуçарса яракан тĕп сăлтавсене палăртасшăн. Çынсен сывлăх шайĕ вăл хăйĕн пурнăçне мĕнле йĕркеленинчен тата апатланăвĕнчен нумай килет. Чĕлĕм туртни этемшĕн уйрăмах сиенлине палăртаççĕ. Табак сăмалипе тĕтĕмĕ тута, чĕлхе, шăл тунипе пит çăмартин лăймакаллă сийĕ, ун хыççăн пырпа тип пыр тата ÿпкесем çине витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та чĕлĕм туртма пăрахни — ÿпке ракĕнчен сыхланмалли пĕртен-пĕр çул-йĕр.
Эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхни те усал шыçă чирĕсемпе чирлессине палăрмаллах ÿстерет.
Ÿт-тир ракĕ пуçланасран ансат сĕнÿсене пăхăнса сыхланма пулать: хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра аслăрах çулсенчи тата шурă ÿтлĕрех çынсен кĕлеткери уçă вырăнсене хÿтĕлемелле. Ÿт çинче вăраха кайнă суран, шăтан-юхан пуласран сыхланмалла. Çан-çурăм çинчи çĕвĕксене, тур паллисене суранлатасран асăрханмалла.
Çăварта тĕрлĕ усал шыçă аталанасран шăлсемпе çăвара таса тытса тăни те сыхлать. Чĕлхене тата пит çăмартин лăймакаллă сийне сиенлетекен чирлĕ шăлсене вăхăтра юсамалла.
Пĕтĕм тĕнчери ученăйсен тĕпчевĕсем тăрăх, этем мĕнле апатланни вар-хырăм ракне пуçарасси çине те витĕм кÿрет-мĕн. Чĕрчунсен белокĕпе çăвĕнчен, микроэлементсемпе клетчаткăран пуян мар апат, анчах та çав вăхăтрах ÿсен-тăран крахмалĕ тата тăвар нумай пулни усал шыçăсене пуçаракан сăлтав пулса тăраççĕ.
Апатра йод çитменни вара щит евĕрлĕ парсен ĕçне хавшатать. Çавна пулах вĕсем пысăкланас хăрушлăх ÿсет, кунпа пĕрлех щит евĕрлĕ парсен ракĕ пуçланас хăрушлăх тухса тăрать.
Мĕнпур микроэлементпа тата витаминсемпе пуян апат-çимĕçпе апатланни çавăн пекех кăкăр ракĕ пуçланассине чакарнине те асăнмасăр иртме çук. Хĕрарăм хăй усал шыçăсене вăхăтра тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрни — чи пĕлтерĕшли. Çын хăйне мĕнле туйнине пăхмасăрах палăртнă вăхăтра диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ÿпке чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕлĕшпе флюорографи тата рентген тумалла. Кашни пациентăнах çулталăкра пĕрререн кая мар ÿпкене тĕрĕслеттермелле.
Усал шыçă аталанма пуçланине малтанхи тапхăртах палăртма пулăшакан май вăл — юн илсе онкомаркер туни.
Çавăнпа та рак чирĕнчен сыхланас тесен çÿлерех асăннă мĕнпур йĕркене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.
Н.МИХАЙЛОВА,
район больницин врач-инфекционисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *