Вторник, 10 декабря

Салам, юратнă кĕнеке!

Çулсерен çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке эрни ирттереççĕ. Ку — ырă йăла. Кĕнеке вăл — пĕлÿ çăлкуçĕ, ăслăлăх никĕсĕ-çке. Çавна май çак тапхăрта ача-пăча библиотекисенче тĕрлĕрен викторина, конкурс тата вăйăсем йĕркелеççĕ.

Аслă Чурачăк ял библиотеки те çак вăхăтра ача-пăчан хаваслă сассипе тулнă, мĕншĕн тесен кунта мартăн 29-мĕшĕнче «Кĕнеке эрни» ĕçлеме пуçланă.
Праçник «Ачасен чи çывăх юлташĕ — кĕнеке» вăйăпа пуçланнă. Çавăн пекех кĕçĕн çулхи туссем çак кун «Салам, юратнă кĕнеке!» выставкăпа тата литература произведенийĕсемпе паллашнă. Каярах вĕсем «Юмахри героя палла» викторинăна та кăмăлпах хутшăннă. Çакăн евĕр мероприятие Элпуç, Александровка, Кĕçĕн Каçал, Нĕркеç ялĕсен вулавăш ĕçченĕсем те ирттернĕ.
/ХАМĂР КОРР./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *