Пушартан çынсене çăлнă

Кил-çуртра пушар тухни — кирек камшăн та инкек, мĕн чухлĕ сиен кÿрет-çке вăл. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсассăн, вут-çулăм вара пĕтĕмпех пĕтерет.
Акă, иртнĕ эрнекун, мартăн 23-мĕшĕнче, Комсомольски ялĕнчи Комсомольская урамра тухнă вут-çулăмра та Черновсен пурлăхĕ кăмрăка çаврăннă. Юрать-ха, çурт çуннине вăхăтра асăрхаса унта пурăнакансене çăлса ĕлкĕрнĕ. Ахаль пулсассăн вĕсем çемйипех вилетчĕç. Комсомольскинчи электроподстанцирен инçе мар вырнаçнă пĕр хутлă 2 хваттерлĕ çуртра вут-çулăм ирхине виçĕ сехет иртсен тухнă. Çак вăхăтра Черновсен çемйи тутлă ыйхăпа çывăрнă. Аслисем çеç мар, ачасем те пулнă çуртра.
Телее, кÿршĕрех вырнаçнă электроподстанцире çак вăхăтра Александр Жирнов, Николай Силанов, Алексей Авдонин дежурствăра пулнă. Тĕтĕм йăсăрланнине шăпах вĕсем асăрханă та. Арçынсем пушар чаçне шăнкăравланă, Александр Жирнов çемьене вăратма чупнă.
— Алăкран темĕнле хытă шаккасан та уçакан пулмарĕ. Шутласа тăма вăхăт çукран тÿрех чÿрече патне чупса пытăм, ăна çĕмĕрсе шала кĕтĕм. Вăл вăхăта хваттере пĕтĕмпех тĕтĕм-сĕрĕм явса илнĕччĕ ĕнтĕ. Сывлама йывăр пулсассăн та, хваттерте пурăнакансене шырама тытăнтăм. Малтанах кил хуçи хĕрарăмне тăратрăм. Вăл хыпаланса ÿксе кинне, ачисене вăратма васкарĕ. Çулăм вăй илнĕрен, алăкран тухма май килмерĕ, пурне те чÿречерен тухма каларăм. Икĕ ачана алла илсе урама тухрăм, кайран ыттисене тухма пулăшрăм. Çуртри газ балонне ĕçтеш йăтса тухрĕ. Вăл сирпĕнесрен çав тери шиклентĕмĕр. Ĕçтешсем вара кÿршĕ хваттерте пурăнакансене тăратрĕç, вĕсен те виçĕ ача. Ман вырăнта кашни çын çапла тунă пулĕччĕ. Çынсен пурнăçĕ темрен те хаклăрах, — пĕлтерчĕ Александр Жирнов .
Арçын хăюлăхĕ икĕ хĕрарăм тата 3 ача пурнăçне çăлса хăварма май панă. Вăл çак вăхăтра хăй те хăрушлăхра пулнине шутласа тăман, тÿрех пулăшма васканă.
Малтанласа палăртнă тăрăх, пĕр хутлă çуртри пушар кухньăри электропралукран тухнă. «Хĕрлĕ автан» çуртăн шалти пайне, уйрăмах кухьнăна, пысăк сиен кÿнĕ. Паянхи куна çуртра пурăнма май çук. Кунта юсав ĕçĕсем ирттермелле. Хальлĕхе Черновсем тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă.
— Пушара пула çурт сиенленнĕ паллах. Ăна юсаса çĕнетме пулĕ, сывлăх çеç пултăр. Чи хакли — хамăр çемйипех сывă юлни. Вăхăтра пулăшман пулсассăн вилеттĕмĕр вĕт. Александр Жирнова, электроподстанцире ĕçлекенсене тавах. Вĕсем пире чи малтан пулăшнă, —терĕ хĕрарăм чĕререн тав туса.
Черновсем çурта мĕнле те пулин юсаса тирпейлес ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Çакна пурнăçлама вара сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Районта пурăнакансенчен вĕсем пулăшу ыйтаççĕ.
— Кашни пулăшушăн савăннă пулăттăмăр… — терĕ хурланса Елена.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Черновсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ: 1-мĕш класа çÿрекен Вика, 3 çулхи Артем тата 5 уйăхри Никита. Вĕсем валли тум-тир те сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле пулăшу та вырăнлă пулĕ.
Пĕр çын сурсан типет, нумайăн сурсан кÿлĕ пулать текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса пурте пĕрле тăрăшсан кил-çурта кĕске вăхăтра юсама май килĕ. Укçа-тенке Перекет банкĕн картти çине куçарма юрать, унăн номерĕ 5469 4000 3650 2388 /Татьяна Владимировна/. Еленăн картти пушарта çунса кайнă, çавăнпа та вăл укçа-тенке аппăшĕн картти çине куçарма ыйтать. Е хĕрарăмпа телефонпа çыхăнма май пур. Телефон номерĕ: 8-996-949-75-58.
Инкекре кашниех шар курма пултарать, çавăнпа та пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра алă парса пулăшасчĕ. Ырă ырăпа таврăнать тенине нихăçан та манар мар.
КОММЕНТАРИ
— Александр Жирнов чăн-чăн паттăрла ĕç тунă. Вăл çемьене иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Арçынна Раççей МЧСĕн ведомство наградине пама документсем хатĕрлеме пуçланă та, — пĕлтернĕ журналистсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ Ольга Нягина. 
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *