Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма тытăнаççĕ

Мартăн 23-мĕшĕнчен апрелĕн 27-мĕшĕччен районта хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе вĕсен прицепĕсене техосмотр кăлармалли тапхăр пырать. Халĕ механизаторсем тракторсене тата кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаççĕ.

Техосмотра, ытти çулсенчи пекех, «Комсомольские овощи» тата «Слава картофелю» агрофирмăсенчен тытăнĕç. Ăна асăннă предприятисенчен пуçласси ырă йăлана кĕнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Паллах, ку ахальтен йышăннă япала мар: хуçалăхсем районта та, республика шайĕнче те пĕрремĕшсен йышĕнче. Каярах специалистсем районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсене çитĕç, харпăр хăй техникине тытакан ĕçченсем пирки те манмĕç.

С.КОКАРЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *