Суббота, 20 апреля

Ултав серепине ан çакланăр

Банк карттисемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнмалла, мĕншĕн тесен вĕсемпе çыхăннă преступленисен пысăк пайĕ халăх сыхлăха çухатнипе пулать.

Паянхи пурнăçра банк картти çинче укçа-тенкĕ упрама, унпа усă курса лавккасенче таваршăн тỹлеме, Интернет урлă япала туянма питĕ меллĕ. Халăх чылай чухне асăрханулăх пирки маннăран банк карти çинчен укçа-тенкĕ çухалнă тĕслĕх час-часах пулать.

Ултавăн пĕр тĕслĕхĕ — пĕр-пĕр çын банкра ĕçлекен ячĕпе шăнкăравласа е СМС-хыпар ярса картта ĕçлеме пăрахнине пĕлтерни, ăна ĕçе кĕртме номерне, вăрттăн паллисене ыйтни.

Интернетра тĕрлĕ тавар сутакан лавкка нумай халĕ. Таваршăн тỹленĕ чух картта номерне çыракан каварлашнă ушкăн тĕлне çакланма пултарать, унăн карттин номерне тепĕр çынна пĕлтернĕрен укçа-тенкĕ самантрах çухалать.

Ултавăн тепĕр тĕслĕхĕ вăл — АВИТО сайт. Халĕ ун урлă улталасси уйрăмăх анлă сарăлнă. Ултавçăсем автомашинăшăн е пĕр-пĕр таваршăн маларах укçа-тенкĕн пĕр пайне тỹлеме ыйтаççĕ. Çынсем ĕненеççĕ те таваршăн çийĕнчех укçа куçарса параççĕ. Ултав серепине лекнине кайран çеç туйса илеççĕ. Ун чухне вара укçана тавăрса пама май çук. Ултавçăсем пăнч çухалаççĕ.

Хăшĕ-пĕрин пин-кода карттăпа пĕрле чиксе çỹрес тата ăна картта çине çырса хурас йăли пур. Кун пек чухне укçа-тенкĕсĕр юлас хăрушлăх пушшех те пысăк.

Банкоматсем çине ятарлă техника вырнаçтарса информаци вăрласси, унпа усă курса çаратасси те анлă сарăлнă. Çакăн евĕр ултавçăсен пысăк ушкăнне ярса тытнă тĕслĕх иртнĕ çулсенче республикăра та пулнăччĕ.

Телефон урлă «мобильлĕ банкпа» çыхăнсан та тимлĕ пулмалла. Номере улăштарсан ăна сỹнтерме манмалла мар. Интернетпа çыхăннă телефонсене вируслă программăсемпе юрăхсăра кăларса çав номерпе çыхăннă банк карттинчен укçа-тенкĕ çухатасси те вăй илнĕ. Ку чухне карточкăпа усă курсан телефон çине СМС килме пăрахать. Çавăнпа та Интернетпа çыхăнсан телефонсене те вируссемпе кĕрешекен программăсемпе тивĕçтермелле.

А.АВДЕЕВ,

районти полици начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *