Пятница, 27 января

Аграрисем канашларĕç

Мартăн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залне пухăннă ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсен, колхозсен ертỹçисемпе тĕп агрономĕсем çурхи ĕçсене хатĕрленесси епле пынине сỹтсе яврĕç.

— Уй-хир ĕçĕсене хуçалăхсем çулталăкĕпех хатĕрленеççĕ. Пирĕн тĕп тивĕç — çур-акине йĕркеллĕ ирттересси, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, канашлăва уçнă май.

Районти ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров хуçалăхсем акана мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ.

— Ака ĕçĕсене кăçал 26 пин гектар çинче пурнăçлама палăртнă. Кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене акса хăварнă. Çĕртме туса хăварнă çĕр лаптăкĕ 15580 гектарпа танлашать. Вăрлăх çителĕклĕ, кондицие лартнисем — 80 процент. Чи пысăк лаптăк — тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем валли. Юлнă ытти çĕр çинче выльăх апачлĕх, техника культурисем, çĕрулмипе пахча çимĕç çитĕнĕç, — терĕ вăл.

Кĕрхи кун пысăк тухăç пухасси пĕр пулăмран кăна килмест: вăрлăхпа çĕр пахалăхлă пулмалла, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ĕçлекен алăсем çителĕклĕ кирлĕ. Унсăр пуçне сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешмеллине те манмалла мар. Пирĕн тăрăхра ытларах кăшлакан шăши евĕр чĕрчунсемпе проволочник тата ыттисем тĕл пулаççĕ. Çак тата нумай ыйту çине ЧР «Россельхозцентр» ФПБУ филиалĕн тĕп агрономĕ Анна Сармасова хуравларĕ.

Ертỹçĕсене финанс лару-тăрăвĕ те пăшăрхантарать. Мĕн кирлине пĕтĕмпех туянма хуçалăхсен укçа çителĕксĕрри паянхи кун вăрттăнлăх мар. Унăн сăлтавĕ — тырă, сĕт хакĕсем чакса кайни. Кредичĕсем пур-ха вĕсем, Россельхозбанкăн ЧР филиалĕнчи хушма офис ертỹçи Инна Лепешкина ака ирттерме илнĕ кредитсем субсидиленессине асăнчĕ. Анчах та вĕсем кашнинех тивĕçĕç-ши? Патшалăх кирек мĕнле пулсан та ĕçсем вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçланччăр тесе тăрăшать. Çак тĕллевпе кăçал АПКна пулăшма 2,6 миллиард тенке яхăн уйăрма палăртнă.

Хуçалăхсен ертỹçисем çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă ирттерес кăмăллă. Тĕп хуларан килнĕ специалистсем те пухăннă аграри ĕçченĕсене хăйсем енчен пур тĕлĕшпе те пулăшма шантарчĕç.

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *