2016 çулта çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Сăмах май каласан, ăна çĕршывра пуçласа 2006 çулта йĕркеленĕччĕ. Унччен вара ку çырава пирĕн патăмăрта вуншар çул ирттермен. Юлашки хут çавнашкал ĕçе 1920 çулта йĕркеленĕ пулнă. Çыравăн тĕп тĕллевĕ — тулли те тĕрĕс информаци пухасси. Ун кăтартăвĕсем пире ял хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине, çак отрасльти çĕр тата аграри реформисене пула пулса иртнĕ улшăнусем, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кашни категорийĕн пĕлтерĕшĕ, çĕршывăн апат-çимĕç ресурсне йĕркелесси тата ытти ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççĕ. Çыравăн Комсомольски районне пырса тивекен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене Чăвашстат ертỹçи Эльвира Максимова паллаштарать.
— Ырă кун, Эльвира Геннадьевна. Комсомольски районĕнчи ял хуçалăхĕ мĕнлерех сывлать-ши? 2006 çулта иртнĕ çыравпа танлаштарсан улшăну чылай-и?
— Ырă кун, хисеплĕ вулаканăм. 2016 çулта иртнĕ çырав çакна палăртрĕ: 2006 çултипе танлаштарсан, 10 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕсен (малалла — ХФХ) шучĕ 40 процент чакни палăрать. Тĕслĕхрен, 2006 çулта ХФХ-сен шучĕ 118 пулнă, 2016 çулта вара — 72. Çав вăхăтрах пĕр хуçалăх пуçне тивекен акмалли-лартмалли çĕр лаптăкĕ ỹснĕ. Вăл пĕр организаци пуçне 820-рен 873 гектара çитнĕ. Фермер хуçалăхĕсен çĕр лаптăкĕ вара 3,5 хут ỹснĕ, пĕр хуçалăха малтан 22 гектар лекнĕ тĕк, 78 гектара çитнĕ.
Ял хуçалăх культурисене ỹстермелли лаптăк тăрăх (кашни категорири) Комсомольски районĕ 5-мĕш вырăнта тăрать (3,7 пин гектар чухлĕ ỹснĕ).
— Ял хуçалăх культурисем çинче те кăшт чарăнар пулĕ.
— 10 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 2,5 пин гектар таран ỹснĕ. 2006 çулта ака ĕçĕсен 91 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсем çине «тиеннĕ» пулсан, 2016 çулта вĕсем çак ĕçсен 85 процентне (14 пин гектар) çеç пурнăçланă. Çав вăхăтрах ХФХсен ĕçĕ 9-тан 14,7 процент таран ỹснĕ (2,4 пин гектара яхăн).
Техника культурисен лаптăкĕ те икĕ хут ытла пысăкланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен ỹсен-тăран çăвĕ илмелли культурăсем, сахăр кăшманĕ акса тăвакан лаптăк 3 хут ỹснĕ. Фермерсем вара ытларах хĕвелçаврăнăшпа горчица акаççĕ.
— Çĕрулми вăл — «иккĕмĕш çăкăр». Асăннă культурăна кашниех кăмăллать, унсăр сĕтел те пушă пек туйăнать.
— Малтанхи пекех, çĕрулми лаптăкĕпе Комсомольскисем республикăри муниципаллă ытти районсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Паллах, культура лаптăкĕ ял хуçалăх организацийĕсенче 35 процент чакнă (1,1 пин гектар). Фермер хуçалăхĕсене илес пулсан, кунта 16 процент ỹсни курăнать.
Пахча çимĕç культурисемпе Комсомольски малтан улттăмĕш вырăн йышăннă пулсан, халĕ — тăваттăмĕш вырăнта. Ял хуçалăх организацийĕсемпе харпăрлăх хуçалăхĕсем пахча çимĕç культурисене ытларах лартма тытăнни палăрать. Ку ăна 14 процент таран ỹсме пулăшнă. Выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕ 1,9 пин гектар таран пысăкланнă. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен техника никĕсĕ аванланнипе те çыхăннă. Сăмах май, çĕрулми кăлармалли, тыр-пул пухса кĕртмелли комбайнсем хуçалăхсенче çителĕклех.
— Выльăх-чĕрлĕх енĕпе районта ĕç-пуç еплерех?
— Ку енĕпе те кăтартусем аван темелле, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 6 процент ỹснĕ. Вĕсене ытларах фермер хуçалăхĕсенче тытаççĕ (4,9 хут ытларах), хуçалăхсенче ку кăтарту 10 процентпа çеç танлашать. Çав вăхăтрах ĕнесен шучĕ 10 процент таран чакнă.
Сысна тытакансем те районта çук тенĕ пекех, йышĕ 3,5 хут чакнă. Икĕ çырав хушшинче чăх-чĕп шучĕ 40 процент таран ỹснĕ. Ăна ытларах ял халăхĕ кăмăллать. Унсăр пуçне Комсомольски районĕнче, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, лаша тытакан чылай. Ытларах çак выльăха харпăр хăй хуçалăхĕнче усраççĕ. Республикăри лашасен пĕтĕмĕшле шутĕнчен кашни пиллĕкмĕшне Комсомольски районĕнче тытаççĕ, вĕсенчен 49,6 проценчĕ — килти хушма хуçалăхсенче.
А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.