Пятница, 27 января

«Ялта» драмăна курса киленчĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ январьте 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл халăхшăн ĕçлет, куракансенчен вăй илет.
Республикăра пурăнакансемпе тата çывăхрах пулас, вĕсене пултарулăхĕпе паллаштарас тесе кăçал Чăваш патшалăх академи драма театрĕ районсенче «Чăваш театрĕн кунĕсем» ирттерет. Гастроль валли «Ялта» драмăна ахальтен суйламан. Унта театрăн пĕтĕм труппи хутшăнать. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Сергей Иванов тата ыттисем те.
Ку таранччен артистсем Тăвайра, Йĕпреçре, Елчĕкре, Вăрмарта, Хĕрлĕ Чутайра тата ытти районта пулнă. Мартăн 15-мĕшĕнче вара пирĕн пата çитрĕç. Çак каç Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем «Ялта» драмăна курса киленчĕç. Спектакль пуçланиччен куракансем Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре çуралса ÿснĕ Валерий Карпов артистпа, режиссерпа тĕл пулчĕç. Вăл хăйĕн пултарулăх çулĕ çинче чарăнса тăчĕ, пурнăç кун-çулĕпе паллаштарчĕ. «Ялта» драмăра вĕсем мăшăрĕпе, Ирина Верьяловăпа, тĕп рольсене вылярĕç. Сцена çинче ăста пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç.
Тĕп хулана çитмесĕрех, районти культура çуртĕнче артистсен пултарулăхне курса киленме майсем туса пани чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ та асăнчĕ, залра ларакансем те чылай хутчен çирĕплетрĕç. Александр Осипов Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене района çитнĕшĕн, куракансене савăнтарнăшăн чĕререн тав турĕ, ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *