Понедельник, 9 декабря

Чăваш Ен суйлавçисен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă

Чăваш Ен суйлавçисен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă

Мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
«Чăваш Республикинчи суйлавçăсене чĕререн тав тăватăп. Кашниех гражданла тивĕçне пурнăçлани куçкĕретех. Раççей халăхĕ мăнаçлă çĕршывшăн, ачасен пурнăçĕ малашне те тивĕçлĕ пултăр тесе хăйсен сассисене панă», — тенĕ Михаил Васильевич.
Раççейри ЦИК протоколĕсен 99,75 процентне тишкернĕ хыççăн, Владимир Путиншăн мĕнпур суйлавçăсен 76,67 проценчĕ сасăланă. Раççей Федераци-йĕнче 56 млн яхăн çын Владимир Путин Президент пултăр тесе çирĕппĕн сасăланă.
Чăваш Республикинче суйлава 76,22 процент халăх хутшăннă. Историллĕ пулăм, кун пек пысăк цифра тахçантанпах пулман, мĕнпур суйлавçăсен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă. «Атăлçи федераци округĕнче пирĕн республика 6-мĕш вырăнта тăрать. Раççейĕпе илсен те ку кăтарту ытти çулхисенчен чи лайăххи, — палăртнă регион Пуçлăхĕ.
«Республикăра 15 муниципалитетра суйлава хутшăннисен йышĕ 90 процентран иртсе кайнă. Регионта кăçал хуласем те пысăк кăтартусемпе палăрнă. Чăваш Енре паха, пысăк тавракурăмлă çынсем пурăннине çаксем пĕтĕмпех çирĕплетсе параççĕ», — тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.
Пĕлсе тăма, Чăваш Енре çакăн пек кăтартусем:
Владимир Путиншăн — 77,29 процент сасăланă;
Павел Грудининшăн /КПРФ/ –— 12,3 процент;
Владимир Жириновскийшĕн /ЛДПР/ — 5,29 процент;
Ксения Собчакшăн /Гражданская инициатива/ — 1,36 процент;
Борис Титовшăн /Партия Роста/ — 0,57 процент;
Максим Сурайкиншăн /Коммунисты России/ — 0,7 процент;
Григорий Явлинскийшĕн /Яблоко/ — 0,56 процент;
Сергей Бабуриншăн /Российский общенародный союз/ — 0,53 процент.
«Владимир Путин кăçал РФ Федераци Пухăвне янă Çырура умри тĕп тĕллевсене палăртнă, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмаллине каланă. Халăхăн тупăш пайне ÿстермелле, экономикăна вăйлатмалла, ун чухне халăх пире тата та ытларах шанĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.
«Раççей Президенчĕн ĕçне халăх пысăка хурса хаклать, ăна шанаççĕ, çитес ултă çулта тĕнчере тăнăçлăх хуçаланассине лайăх ăнланаççĕ. Малашне те граждансен пурнăç условийĕн шайне ÿстерсе пырассишĕн тĕллевлĕ ĕçсем пулса пырасси куçкĕретех», — тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин официаллă сайтĕнчен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *