Мартăн 18-мĕшĕнче Раççейпе Крым пĕрлешнĕ куна халалласа Шупашкарта «Эпир пĕрле!» уяв концерчĕ иртнĕ. Пухăннисене чи малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.
«Пĕрлĕхре пирĕн вăй, пире никам та парăнтараймĕ. Сывă пултăр Раççей!» — тенĕ Михаил Игнатьев уява пуçтарăннисене саламланă май. Чăваш Енре пурăнакансене пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă, тĕнчере яланах тăнăç пурнăç пултăр тенĕ.
Уяв концертне пухăннисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламланă. Республикăри çамрăксен ячĕпе сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕçлекенсен «Волонтеры-медики» обществăлла юхăмĕн Чăваш Енри координаторĕ Ольга Брагина тав тунă. «Çĕршыв ертÿлĕхĕ Крым Раççей йышне кĕтĕр тесе тунă йышăнăва ырлатпăр. Раççей тата Крым пĕрле пулнишĕн савăнатпăр, мăнаçланатпăр», — тенĕ вăл.
«Эпир пĕрле!» уяв концертне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, правительство членĕсем, хула ертÿлĕхĕ, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, студентсем хутшăннă. Пĕтĕмпе концертра 3 пин ытла çын савăннă.
Ял хуçалăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем
2016 çулта çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Сăмах май каласан, ăна çĕршывра пуçласа 2006 çулта йĕркеленĕччĕ. Унччен вара ку çырава пирĕн патăмăрта вуншар çул ирттермен. Юлашки хут çавнашкал ĕçе 1920 çулта йĕркеленĕ пулнă. Çыравăн тĕп тĕллевĕ — тулли те тĕрĕс информаци пухасси. Ун кăтартăвĕсем пире ял хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине, çак отрасльти çĕр тата аграри реформисене пула пулса иртнĕ улшăнусем, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кашни категорийĕн пĕлтерĕшĕ, çĕршывăн апат-çимĕç ресурсне йĕркелесси тата ытти ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççĕ. Çыравăн Комсомольски районне пырса тивекен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова паллаштарать.
— Ырă кун, Эльвира Геннадьевна. Комсомольски районĕнчи ял хуçалăхĕ мĕнлерех сывлать-ши; 2006 çулта иртнĕ çыравпа танлаштарсан улшăну чылай-и;
— Ырă кун, хисеплĕ вулаканăм. 2016 çулта иртнĕ çырав çакна палăртрĕ: 2006 çултипе танлаштарсан, 10 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕсен ?малалла — ХФХ/ шучĕ 40 процент чакни палăрать. Тĕслĕхрен, 2006 çулта ХФХ-сен шучĕ 118 пулнă, 2016 çулта вара — 72. Çав вăхăтрах пĕр хуçалăх пуçне тивекен акмалли-лартмалли çĕр лаптăкĕ ÿснĕ. Вăл пĕр организаци пуçне 820-рен 873 гектара çитнĕ. Фермер хуçалăхĕсен çĕр лаптăкĕ вара 3,5 хут ÿснĕ, пĕр хуçалăха малтан 22 гектар лекнĕ тĕк, 78 гектара çитнĕ.
Ял хуçалăх культурисене ÿстермелли лаптăк тăрăх ?кашни категорири/ Комсомольски районĕ 5-мĕш вырăнта тăрать ?3,7 пин гектар чухлĕ ÿснĕ/.
— Ял хуçалăх культурисем çинче те кăшт чарăнар пулĕ.
— 10 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 2,5 пин гектар таран ÿснĕ. 2006 çулта ака ĕçĕсен 91 проценчĕ ял хуçалăх организаци-йĕсем çине «тиеннĕ» пулсан, 2016 çулта вĕсем çак ĕçсен 85 процентне ?14 пин гектар/ çеç пурнăçланă. Çав вăхăтрах ХФХсен ĕçĕ 9-тан 14,7 процент таран ÿснĕ ?2,4 пин гектара яхăн/.
Техника культурисен лаптăкĕ те икĕ хут ытла пысăкланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен ÿсен-тăран çăвĕ илмелли культурăсем, сахăр кăшманĕ акса тăвакан лаптăк 3 хут ÿснĕ. Фермерсем вара ытларах хĕвелçаврăнăшпа горчица акаççĕ.
— Çĕрулми вăл — «иккĕмĕш çăкăр». Асăннă культурăна кашниех кăмăллать, унсăр сĕтел те пушă пек туйăнать.
— Малтанхи пекех, çĕрулми лаптăкĕпе Комсомольскисем республикăри муниципаллă ытти районсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Паллах, культура лаптăкĕ ял хуçалăх организацийĕсенче 35 процент чакнă ?1,1 пин гектар/. Фермер хуçалăхĕсене илес пулсан, кунта 16 процент ÿсни курăнать.
Пахча çимĕç культурисемпе Комсомольски малтан улттăмĕш вырăн йышăннă пулсан, халĕ — тăваттăмĕш вырăнта. Ял хуçалăх организацийĕсемпе харпăрлăх хуçалăхĕсем пахча çимĕç культурисене ытларах лартма тытăнни палăрать. Ку ăна 14 процент таран ÿсме пулăшнă. Выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕ 1,9 пин гектар таран пысăкланнă. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен техника никĕсĕ аванланнипе те çыхăннă. Сăмах май, çĕрулми кăлармалли, тыр-пул пухса кĕртмелли комбайнсем хуçалăхсенче çителĕклех.
— Выльăх-чĕрлĕх енĕпе районта ĕç-пуç еплерех;
— Ку енĕпе те кăтартусем аван темелле, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 6 процент ÿснĕ. Вĕсене ытларах фермер хуçалăхĕсенче тытаççĕ ?4,9 хут ытларах/, хуçалăхсенче ку кăтарту 10 процентпа çеç танлашать. Çав вăхăтрах ĕнесен шучĕ 10 процент таран чакнă.
Сысна тытакансем те районта çук тенĕ пекех, йышĕ 3,5 хут чакнă. Икĕ çырав хушшинче чăх-чĕп шучĕ 40 процент таран ÿснĕ. Ăна ытларах ял халăхĕ кăмăллать. Унсăр пуçне Комсомольски районĕнче, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, лаша тытакан чылай. Ытларах çак выльăха харпăр хăй хуçалăхĕнче усраççĕ. Республикăри лашасен пĕтĕмĕшле шутĕнчен кашни пиллĕкмĕшне Комсомольски районĕнче тытаççĕ, вĕсенчен 49,6 проценчĕ — килти хушма хуçалăхсенче.
А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.
Ĕç вырăнĕ пур-и; Пĕлтер!
Ĕç паракансем вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх тытса пыракан политикăна пăхăнса пурнăçлаççĕ.
Акă вĕсен тивĕçĕсем:
— ĕç килĕшĕвĕн условийĕсене РФ ĕç хутшăнăвĕсен саккунлăхне пăхăнса йĕркелеççĕ;
— ĕçченсене ĕç коллективĕн килĕшĕвне тата ĕç саккунлăхне пăхăнса тивĕçлĕ пулăшу кÿресси;
— ĕçрен хăтарнисене ĕç тупма пулăшассипе тата професси ăсталăхне ÿстерессипе хушма пулăшусем парасси;
— ĕçлекенсен квалификаци шайне ÿстерме майсем туса парасси;
— сусăрсене ĕçлеме ятарлă квотăсем уйăрасси;
— социаллă хÿтлĕхре пулмалли граждансене хушма ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси.
Çавăн пекех «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси» саккунпа килĕшÿллĕн, ĕç паракансен уйăхсерен ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç вырă-нĕсем пурри пирки тата сусăрсене ĕç пама пултарни çинчен информаци парса тăмалла.
Палăртнă ĕçе кирлĕ пек пурнăçламасассăн, ĕç паракансене РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.42 статйипе айăплаççĕ.
Е.ЖУКОВА,
директор ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Петр Матросов – чемпион
Мартăн 24-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк ăмăртăвĕ иртет. Асăннă ăмăртăва районта кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Турнира вара районта пуçласа классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелесе янă, пĕрремĕш кĕрешÿçĕсене хатĕрленĕ ентешĕмĕр Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттереççĕ.
Петр Матросов Мускав хулинче тĕпленнĕ. Спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ сакăр теçетке çулран каçнă пулсассăн та, инçе çула кĕскетсе, кашни çулах ăмăртăва çитме васкать.
Петр Георгиевич Матросов 1935 çулта Тукай ялĕнче çуралнă. Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн, Самар ?Куйбышев/ хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра бокс секцине çÿренĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. 1959 çулта тăван ене таврăнса агрономра ĕçлеме тытăннă. Çак вăхăтра вăл ялти çамрăксене спортпа тата ытларах туслаштарнă. Петр Георгиевич Комсомольски вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентме тытăннă, хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ. 1965 çулта Петр Георгиевич СССР спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл сакăр хутчен республика чемпионĕ пулнă.
Унпа пĕрлех вара вун-вун спортсмен хатĕрленĕ. Вĕсем: Василий Сергеевич Краснов, Николай Васильевич Краснов, Николай Витальевич Смирнов, Гурий Сергеевич Краснов, Николай Андреевич Индюков, Николай Викторович Супов, Олег Васильевич Кокорев, Владимир Геннадьевич Дерягин, Николай Васильевич Краснов ?Кĕçĕн Каçал/ тата ыттисем те.
1969 çулта Петр Георгиевич Мускав хулине куçнă, РСФСР профессиллĕ вĕренÿ патшалăх комитечĕн аслă инженерĕ пулнă. 1988—1991 çулсенче вăл Мозамбик республикинчи педагогикăпа индустри институтĕнче ĕçленĕ. Тăрăшнă вăхăтра 56 наука ĕçĕ пичетленĕ.
Петр Георгиевич ăмăртусене тăван тăрăхра йĕркелессине ахальтен йăлана кĕртмен паллах. Вăл çамрăксене ытларах спорта явăçтарас, тренерсен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе çак ĕçе пуçарнă. Асăннă турнирта республикăри спортсменсем çеç мар, унăн тулашĕнчи — Ульяновск облаçĕн, Тутарстан, Мордва республикисен — спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Кашни çулах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем 20 ытла категорире вăй виçеççĕ.
«Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрÿ иртет. Кăçал та унта хутшăнакансем йышлă пуласса шанатпăр. Куракансене, спортсменсене мартăн 24-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра кĕтетпĕр, вăл 10.30 сехетре пуçланать, — пĕлтерчĕ Валерий Денисов тренер.
А.ЕФРЕМОВА.
Представьте декларацию в срок
С первых дней 2018 года стартовала декларационная кампания, а значит, физические лица, обязанные задекларировать полученные в 2017 году доходы, могут направить свои декларации в налоговые органы. Отчитаться о доходах, полученных в 2017 году, необходимо не позднее 30 апреля 2018 года тем физическим лицам, с которых не был удержан налог налоговым агентом, а также в некоторых других случаях.
Так, представить декларацию необходимо, если в 2017 году налогоплательщик продал имущество, получал доход от сдачи квартир, комнат и другого имущества в аренду, получил дорогие подарки, а также занимался репетиторством.
Представить декларацию можно лично, через представителя физического лица, по почте, в электронном виде с помощью сервиса «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» на сайте ФНС России и с помощью «Единого портала государственных и муниципальных услуг» ?ЕПГУ/.
Зарегистрированные пользователи сервиса «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» могут заполнить налоговую декларацию по НДФЛ онлайн на сайте ФНС России без скачивания программы по заполнению. Здесь ее можно заполнить и отправить онлайн в налоговый орган не посещая его и приложив электронные копии документов, подписав усиленной неквалифицированной подписью, сформировав ее бесплатно в разделе «Профиль», а также контролировать все стадии проверки представленной декларации.
Значительно сэкономить время для подготовки декларации по форме 3 — НДФЛ позволит программа «Декларация 2017», которая размещена на сайте ФНС России. Правильно заполнить декларацию поможет также видеоматериал «Заполнение налоговой декларации по форме 3 — НДФЛ».
В рамках декларационной кампании МИФНС № 2 по Чувашской Республике проводит 23—24 марта 2018 года и 23—24 апреля 2018 года Всероссийскую акцию «Дни открытых дверей» по информированию граждан о налоговом законодательстве и порядке заполнения налоговых деклараций по налогу на доходы физических лиц. В эти дни прием налогоплательщиков будет осуществляться:
23 марта 2018 года — с 9.00 до 20.00 ч.;
24 марта 2018 года — с 10.00 до 15.00 ч.;
13 апреля 2018 года — с 9.00 до 20.00 ч.;
24 апреля 2018 года — с 9.00 до 20.00 ч.
Непредставление налоговой декларации по НДФЛ в срок влечет взыскание штрафа в размере 5 процентов от неуплаченной суммы налога за каждый полный или неполный месяц со дня, установленного для ее представления, но не более 30 процентов от указанной суммы и не менее 1 000 рублей.
Подробную информацию о декларировании гражданами доходов и получении налоговых вычетов можно узнать на сайте ФНС России в разделе «Физические лица» и по бесплатному телефону 8-800-222-22-22.
Начальник отдела учета и работы с налогоплательщиками
Межрайонной ИФНС России № 2 по ЧР
ОСИПОВ В.
Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр
Мартăн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсене пысăк уяв ячĕпе саламларăмăр, чи маттуррисем пирки хаçат страницисенче çырса пĕлтертĕмĕр. Паянхи хаçатра вара Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнă чăваш хĕрĕсемпе паллаштарас килет. Вĕсем тискер тăшмана çĕнтерсе, йывăрлăха тÿссе ирттерсе тăван ялĕсене наградăсемпе таврăннă.
Нина Николаевна Акчурина Хирти Шăхасан ялĕнче 1924 çулта çуралнă. 1942 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ çара кайма повестка илнĕ. Вăл сапер тата апат пĕçерекен пулса службăра тăнă. 1945 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи 16ŸН хушупа килĕшÿллĕн «За боевые заслуги» медаль илме тивĕçнĕ.
Аслă Çĕрпÿел ялĕнче 1923 çулта çуралнă Клавдия Тихоновна Гаврилова вăрçăра телеграфист пулнă. Вăл «За отвагу» медале тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ.
Аслă Каçал ялĕн хĕрĕ Анна Егоровна Зубунова çарта радиотелеграфист пулнă, «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ.
Хырай Ĕнел хĕрĕ Клавдия Степановна Квасова 21 çулта çар ретне тăнă. Вăл экспедитор пулнă. 1943, 1945 çулсенче вăл аманать. Ăна та медальпе чыслаççĕ.
Хирти Ĕнел хĕрĕ Феодосия Гавриловна Кольцова 22 çулта чухне çара кайнă. Вăл ефрейтор пулнă, телеграфист ĕçне пурнăçланă. Паттăрлăх кăтартнă хĕре 1943 çулта «За боевые заслуги» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр ?1945/ орденпа наградăланă.
Ольга Сергеевна Любимова 1921 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче çуралнă. 1942 çулта çар ретне тăнă, писарь пулнă. Александра Павловна Павлова çарта çĕвĕçре тăрăшнă. Вĕсене ик-кĕшне те 1945 çулта «За боевые заслуги» медальпе чысланă.
Хирти Явăш хĕрĕ Матрена Павловна Павлова медицина службин лейтенанчĕ пулнă. Вăл Прибалтика фронтĕнчи 1152-мĕш çар санитари поезчĕн санитари инструкторĕн тивĕçне пурнăçланă. Аслă медсестра йывăр аманнă салтаксемпе офицерсене вăрçă хирĕнчен илсе тухса госпитальсене ăсатнă. Ахальтен мар ăна «За боевые заслуги», «За оборону Москвы» медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.
Анфиса Петровна Петрова Турхан ялĕнчен Хĕрлĕ çара 1941 çулта тухса кайнă. Гварди старшини, санинструктор пулнă вăл. 1945 çулта чăваш хĕрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.
Таисия Ефремовна Сушкова Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл апат пĕçерекен пулнă. 1945 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче 98 №-лĕ приказпа ăна «За боевые заслуги» медаль панă.
Мария Тихоновна Ширманова Александровка ялĕнче çуралнă, 1943 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çара кайнă. Вăл чукун çулсене юсакан хĕрсен уйрăмĕн командирĕ пулнă. 1944 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче паттăр хĕре «За боевые заслуги» медальпе чысланă.
Антонина Григорьевна Петрова. Вăл Хĕрлĕ çарта хирурги медсестри пулнă. Мĕн чухлĕ аманнă салтака çăлман пулĕ хĕр; Ăна 2 хутчен «За боевые заслуги», «За оборону Москвы» медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Нĕркеç хĕрĕ Калиета Петровна Грачева çарта çăкăр пĕçерекен пулнă. «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ.
Чăваш хĕрĕсем вутра та çунман, шывра та путман. Вĕсем паттăрлăх кăтартнă. Паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлччăр!
П.ЗАЙЦЕВ.
«Çунатлă çамрăклăх» радиожурнал
Кашни ача çĕр çине телей курма, савăнса пурăнма çуралать. Çутçанталăк пире пурне те кун-çул, сывлăх парать. Çирĕп сывлăх — чи хаклă пуянлăх, анчах çакна чылай чухне ăнланмастпăр, пуррине те, темшĕн, упрама пĕлместпĕр. Нимĕн ыратман, кансĕрлемен чухне çакна эпир манатпăр, сигарет туртса ашкăнатпăр, эрех-сăра сыпкалатпăр. Наркотик тутанса пăхакансем те пур. Сиенлĕ çак япаласем пирĕн организма хавшатаççĕ, пуç мимине анратса яраççĕ, çынна усал ĕç тума хистеççĕ. Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнчи волонтерсен ушкăнĕ «Çунатлă çамрăклăх» радиожурнал ирттерчĕ. Ăна Анастасия Максимовăпа Карина Кузнецова ертсе пычĕç. Радиожурнал корреспонденчĕ Никита Голландцев вара чылай ĕçсĕр çамрăк, пушă вăхăтпа усă курма пĕлмесĕр, кирлĕ мар йăла-йĕрке чури пулса тăнине асăнчĕ, çав вăхăтрах наркотик çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх пулнă пирки каласа пачĕ. Юлашки вăхăтра наркомани пĕчĕк те лăпкă Чăваш Енре те вăй илсе, сарăлса пынине пĕлтерчĕ. Малалла Никита çак хăрушă чиртен паянхи пурнăçра мĕнлерех сыхланмалли ырă сĕнÿсем çинче чарăнчĕ.
Радиожурнал корреспонденчĕсем паянхи çамрăксен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă май Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Çамрăк сăвăçсем вара, Виктория Вороновăпа Лев Пыркин, Порфирий Афанасьевпа Раиса Сарпин, Юрий Сементерĕн сăввисене вуларĕç.
Кăларăм саламлă çырусен страниципе те илемленчĕ. Радио итлекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе эфира савăк юрă тухрĕ. Вăл пуш уйăхĕнче çуралнисемшĕн хаклă парне пулчĕ.
Юлашкинчен волонтерсем пурнăçра нумай япала çынран хăйĕнчен килнине, пурнăç хамăр алăра пулнине çирĕплетсе хăварчĕç.
Н.ПЛЕТКИНА,
Нĕркеç вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ.
Волонтерсене валли конкурс
Пĕтĕм Раççейри «Доброволец России» конкурса волонтерсен юхăмне аталантарас, чи маттур ĕçлекеннисене тупса палăртас тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ.
Кăçал конкурса мартăн 19-мĕшĕнчен декабрĕн 5-мĕшĕччен виçĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Регионти тапхăр мартăн 19-мĕшĕнчен октябрĕн 1-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕллевĕ — чи лайăх волонтерсене тата вĕсен чи ăнăçлă проекчĕсемпе ĕçĕсене палăртасси. Октябрĕн 10-мĕшĕ — ноябрĕн 10-мĕшĕсенче йĕркелекен тапхăра регионта çĕнтернĕ, «Добровольцы России» конкурсра регистрациленнĕ волонтерсем хутшăнаççĕ. Чи лайăххисене — виçĕ финалиста — сасăлав мелĕпе суйласа илеççĕ. Вĕсене декабрĕн 5-мĕшĕнче ятарлă премипе чыслаççĕ.
Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче асăннă конкурса пирĕн районти волонтерсем те хутшăнасса шанатпăр.
?ХАМĂР ИНФ./.