Пятница, 26 апреля

Олимпиадăра çĕнтернĕ

Çак кунсенче регионсем хушшинче йĕркеленĕ «Сенкер инçет» олимпиадăна пĕтĕмлетнĕ.
Унта 8—11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче районти вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакансем те пулнă. Виçĕ вĕренекен олимпиадăра палăрнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Даниил Яковлев /ертÿçи В.Гордеев/ 8—9-мĕш классем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Кристина Антонова /ертÿçи Н.Ефремова/, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Елена Крылова тата Арина Васильева /ертÿçи С.Индюкова/ — олимпиада призерĕсем.
В.ГОРДЕЕВ,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *