Пятница, 13 декабря

Аталанма çул-йĕр уçă

Аталанма çул-йĕр уçă

Канаш хулине социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшĕнчен аталантармалли ятарлă территорисен шутне кĕртнĕ. Ку йышăнăва Раççей шайĕнче кăларнă. Ăна РФ Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев мартăн 16-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Енри монохуласенчен /ун пеккисем республикăра пиллĕк/ пĕртен-пĕр Канаш çеç списока лекнĕ.
Канаша ятарлă статус пани инвестици проекчĕсене аталантарма пулăшмалла. Унта вырнаçакан производствăсене налук-хырçă тÿлессипе çăмăллăх кÿрĕç.
Канашра тулă тĕплĕн тирпейлекен, чукун тата хурçă шăратакан, тумтир çĕлекен производствăсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йĕркелеме, машиностроенипе çыхăннă производствăна аталантарма ĕмĕтленеççĕ.
Ятарлă статуса 10 çуллăха параççĕ. Çав вăхăтра унти предприятисен тупăш налукне малтанхи пилĕк çулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парĕç, кайранхи тепĕр 5 çуллăха — 10 процент.
Хальхи вăхăтра Канаш хулин экономика тăнăçлăхĕ вырăнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат заводĕнчен килет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *