Суббота, 20 апреля

Тимсĕр пулнăран пушар тухнă

Тимсĕр пулнăран пушар тухнă
Кăçал районта тăватă хутчен вут-çулăм алхаснă. Пĕлтĕр те çак вăхăтра вĕсен шучĕ тăваттă пулнă. Пушарта 470095 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Шар курнисем — Комсомольски, Тукай, Урмаел, Александровка ял тăрăхĕсенче пурăнакансем. Пушар тухнин сăлтавĕ — уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансем тимсĕр пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. 
Чылай чухне вара çынсем чи малтан пушара хăйсен вăйĕпе сÿнтерме тăрăшни пысăк инкек патне илсе çитерет. Аса илтеретпĕр, пушар тухнине сиссен, курсассăн тÿрех 01, 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла. Пулăшу киличчен хăвăр вăйпа вут-çулăмпа кĕрешмелле, чан çапса ытти халăха пĕлтермелле, кÿршĕ-арша систермелле, пурлăха сыхласа хăварма тăрăшмалла. Вăхăтра тĕрĕс йышăнусем тумалла.
Д.КУЗЬМИН. 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *