Проект пурнăçланать

Проект пурнăçланать
Мартăн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Радуга» культурăпа  выставка центрĕнче «Караван искусств» выставка проекчĕ уçăлнă. Унта РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алена Аршинова хутшăннă. 
Асăннă проект республикăри 21 ялти культура çуртĕнче пурнăçланать. Вĕсен йышĕнче Асанкассинчи культура çурчĕ те пур. Шăпах çак кун проекта хутшăнакансене Алена Аршинова сертификатсем парса чысланă. 
Çитес вăхăтра «Радуга» культурăпа  выставка центрĕн фондĕнчи  картинăсемпе ялти культура çуртĕнче паллашма май пулĕ. «Караван искусств» проекта шăпах ялта пурăнакансене искусство пуянлăхĕпе  ытларах паллашма майсем туса парас тĕллевпе пурнăçлаççĕ те.
/ХАМĂР ИНФ./.  
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *