Четверг, 25 апреля

Çитĕнĕвĕ пысăк

Çитĕнĕвĕ пысăк

Чăваш Республикинчи шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен «Эпĕ Президент пулас тăк» конкурсăн тапхăрне хутшăнĕç.
Çак конкурса Раççейри 85 регионтан 30 пин ытла ĕç тăратнă. Вăл икĕ тапхăрта тăватă номинаципе иртет: эссе, ÿкерчĕк, видеоролик тата проект. Конкурса хутшăнма шкул ачисене, студентсене, çар тата саккунлăха сыхлакан органсен аслă шкулĕсен курсанчĕсене йыхравланă. Çак йышра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 9 «б» класра пĕлÿ пухакан Никита Читнаев та пур.
Никита Санкт-Петербургра апрелĕн 6—8-мĕшĕсенче иртекен тапхăра хутшăнма тивĕçнĕ. Унăн ĕçне комисси эксперчĕсем чи лайăххи тесе палăртнă. Маттур вĕренекене ăнăçу сунатпăр.
П.РОДИОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *