Суббота, 20 апреля

Тупăшнă, малти вырăна тивĕçнĕ

Тупăшнă, малти вырăна тивĕçнĕ

Иртнĕ кунсенче 16—18 çулсенчи яшсемпе хĕрсем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн тупăшнă.
Хĕрÿ тупăшăва Комсомольски район команди те хутшăннă. Пирĕннисем кунта пысăк ăсталăхпа палăрса çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, пурте 1-мĕш разряд нормативне тултарнă. Тĕрлĕ виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Разиле Азмухановăпа Ильнур Текмеев, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Лейсен Минуллина тата Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Василий Ложков тивĕçнĕ. Вĕсем республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекен Надим Адеев, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи Димитрий Иванов, Тукай Мишерти Ильшат Зарифзяновпа Илнар Сабирзянов, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Татьяна Чемякова тивĕçнĕ.
Çамрăксене ăмăртусене Урмаел вăтам шкулĕнче 1979 çултанпа физкультура учителĕнче тăрăшакан Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ. Опытлă тренер вăл. Тăрăшнине кура ăна вĕренекенĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *