Районти архив ĕçĕн аталанăвĕ

Районти архив ĕçĕн аталанăвĕ

Информаци обществинче йĕркеленĕ ĕçре архивсем пысăк витĕм кÿреççĕ, вĕсем халăхăн историпе культура еткерлĕхĕн тĕп пайĕ пулса тăраççĕ.
«Комсомольски районне йĕркелесе янă май вырăнта архив та хута кайнă. Çак ĕç 1939 çулта пулса иртнĕ. Унăн пĕрремĕш ертÿçи — К.Афанасьев. 20-мĕш ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче архивсене Чăваш Енри влаç органĕсем йышăнсах кайман, çавна май вĕсем йывăрлăха лекнĕ. Районти тĕп архивра ĕçлекенсен шалăвĕ те пĕчĕк, ĕçĕ вара йывăр пулнă. Çавна май кунта 1939—1965 çулсенче 15 ертÿçĕ улшăннă». Çак йĕркесене архив хучĕсенчен илнĕ.
Ĕç стажĕ çинчен çирĕплетмелле е çуралнă куна тĕрĕслемелле — пурнăç условийĕсем улшăнса пынă май асăннă орган хальхи вăхăтра чи кирлисенчен пĕри пулса тăрать. Çакăн пек тата ытти тĕрлĕ кирлĕ хутсем кашниех архивра упранаççĕ. Çавна май республикăн архив фондне сыхласа хăварас тĕллевпе 2002 çултанпа районти архиври документсене картонласа упрасси вăя кĕнĕ. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архиври документсен 60 процентне картонланă та ĕнтĕ.
Тĕслĕхрен, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район архивĕ, экономика условийĕсене пула банкрота тухнă «Красный маяк», «Север», «Правда», «Сундырь», «Тукай», «Культура», «Красный Октябрь», «Красное Сормово» ял хуçалăх предприятийĕсен, «Комсомольский» совхозăн, Çĕнĕ Мăратри йывăç комбиначĕн, «Агропромбанкăн», сĕт завочĕн, «Комсомольская СХТ» ОАО, «Удача», «Родник» ОООсен, «Чувашкомбикорм» ММППЖК, «СБС-Агро», районти çыхăну узелĕн, ЧР Финанс министерствин финанс уйрăмĕн докуменчĕсене упрать.
Сăмахран, юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн пенси саккунĕ ылмашăнсах тăнипе, халăх архива тĕрлĕ ыйтупа килет. Ытларах чухне вĕсем ĕç стажĕпе шалу укçине палăртакан справкăсем кирлине пĕлтереççĕ.
Çакна палăртмалла, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район архивĕн 161 фондĕнче 14 пине яхăн ĕç упранать.
В.ШИНГАЛОВА,
тĕп специалист.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *