Конкурса хутшăннă

Конкурса хутшăннă

Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асра тытас тата пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртас тĕллеве пурнăçласа «Эткер» центр сăвă вулакансен «Çĕр çинчи пурнăçшăн» конкурсне йĕркеленĕ.
Конкурса республикăри 14 районтан 70 ытла ĕç ярса панă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Валерия Кузьмина конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă /ертÿçи В.Филиппова/. Валерия «Судьба партизана» произведение Яков Николаевич Николаев паттăра халалланă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче партизансен отрядне йĕркеленĕ. Асăннă командира пурте «Чуваш» ятпа пĕлнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *