Пятница, 27 января

Волейбол турнирĕ – вице-адмирал парнишĕн

Волейбол турнирĕ – вице-адмирал парнишĕн

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе Шурут вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен ĕç пурнăçлаççĕ. Акă, мартăн 3-мĕшĕнче Шурут вăтам шкулĕн спорт залĕнче В.А.Ильин вице-адмиралăн Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Сăмах май, ăна районти шкулсенче вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕсем хушшинче кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Спортсменсене хавхалантарма ватти-вĕтти пухăнчĕ.
— Мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсене чĕререн тав тăватăп, ăмăртăва хутшăнакансене вара ăнăçу сунатăп. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен, туссем, спортпа туслă пулар, — терĕ Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев. Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов, педагогика тата спорт ĕçĕн ветеранĕ В.Скворцов, Шупашкарти 13-мĕш строительство управленийĕн директорĕн çумĕ, çак шкултан вĕренсе тухнă Валерий Михеев та участниксене çăмăл мар тупăшура ăнăçу сунчĕç.
Ăмăртура ултă вăтам шкулта /Шурутăн иккĕ, Асанкасси, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Чурачăк, Тукай Мишер, Комсомольски иккĕмĕш/ пĕлÿ илекен хĕрачасен çичĕ команди тупăшрĕ.
Хĕрÿ тупăшура Шурут шкулĕн пĕрремĕш ушкăнĕ ыттисенчен ăнăçлăрах выляса Кубока çĕнсе илчĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди — иккĕмĕш, Шурут хĕрачисен иккĕмĕш ушкăнĕ виççĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.
П.КОЗЛОВ,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *