Понедельник, 14 октября

Акци вăхăтĕнче тĕлпулусем иртеççĕ

Акци вăхăтĕнче тĕлпулусем иртеççĕ

Çул çитмен çамрăксене тĕрĕслесе тăрас, вĕсене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе февралĕн 28-мĕшĕнчен мартăн 27-мĕшĕччен районта «Полици тата ачасем» профилактика мероприятийĕ иртет.

Çак вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем вăтам тата тĕп шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Шăпах акци вăхăтĕнче ачасемпе йĕркене пăсни, саккуна пăхăнманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине сÿтсе яватпăр. Çавăн пекех хаяр шĕвек, наркотик тата психоактивлă хутăшсем тутанни, пирус туртни те пурнăçшăн çав тери сиенлине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр.

Вĕренекенсемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелени, уçă калаçусем ирттерни çав тери усăллă. Вĕсем асăрхануллăрах пулма хăнăхаççĕ, каланине ăша хываççĕ. Çавăнпа та аслисен, ашшĕ-амăшĕн çул çитмен çамрăксемпе тимлĕ пулмалла!

Р.ЖУКОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *