Пятница, 19 апреля

Савăнма сăлтав пур

Савăнма сăлтав пур

Мартăн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Хĕр-арăм–лидер» конкурсăн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Унта чи пултаруллисем, ĕçчен те илĕртÿллĕ, ăста, пысăк тавракурăмлă хĕрарăмсем пуçтарăннă. Конкурса тĕрлĕ сферăсенче ĕçлесе хисепе тивĕçнисем хутшăннă. Район чысне конкурсра районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Алексеевна Илларионова хÿтĕленĕ. Вăл «Чи лайăх хĕрарăм-ертÿçĕ» номинацире 2-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
— Çулсерен конкурс вăйланса-аталанса пыни куçкĕрет. Унта республикăри чи маттур хĕрарăмсем, ертÿçĕ лавне туртакансем, хутшăнчĕç. Хĕрарăмсем çемье вучахне упраççĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани параççĕ, çав вăхăтрах ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, обществăлла ĕçсене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Çакă вара — чи пахи, — пĕлтерчĕ хаваслă кăмăлпа конкурсран таврăннă Мария Алексеевна.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *