Четверг, 25 апреля

Ача сачĕсем хăпартрăмăр, черетре – шкулсем

Ача сачĕсем хăпартрăмăр, черетре – шкулсем

Кирек хăш çыннăн тата обществăн та ачасемшĕн тăрăшасси малта тăрать. Раççей Президенчĕн юлашки демографи пуçарăвĕ вăл — ачасен интересĕсене мала хурса пуçланă ĕçе тăсасси. 2012 çулхи май уйăхĕнчи пĕр хушăвĕнче Президент виçĕ çултан аслăраххисене ача сачĕсемпе тивĕçтерес тĕллев лартнăччĕ.
Çак проблема суйлавçăсен наказĕсенче уçăмлăн курăннăччĕ. Ăна тĕрлĕ шайри депутатсене панăччĕ. Ыйтăва Раççей Президенчĕ çулленех ирттерекен тÿрĕ эфирта та çĕкленĕччĕ.
Социаллă объектсем тăвасси йÿне лармасть. Республика ертÿçисемпе депутатсем бюджетри расхутсен статйине тивĕçлипе пăхса пынă. Çавах Чăваш Ен çакна федераци центрĕн пулăшăвĕсĕр тăвайман.
«Ача сачĕсем — ачасене» федераллă программăпа килĕшÿллĕн тĕллевлĕ пулăшу сахал мар килнĕ. Укçа-тенке хатĕр проектсене кура та параççĕ-çке. Çак ĕç республика тата муниципалитет шайĕнче те тивĕçлипех пурнăçланнă.
2012 çулта 37647 ача садике кайма черетре тăнă. 6 çулта республикăра 8000 вырăнлăх 47 ача сачĕ хута янă. Ытти майсемпе 23 пин пепкене телей пÿрнĕ. Çавна май черетре тăракан юлман. Президент хушăвне Чăваш Республики туллин пурнăçланă. Хăш-пĕр районсенче иккĕрен иртнисем те садике çÿреме пултараççĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парасси те чылай ÿснĕ.
Халĕ кĕçĕнреххисене ача сачĕсене çÿремелле тăвас ыйту тăрать. 2018—2020 çулсенче шкул çулне çитмен ачасен тата 10 учрежденине тума палăртнă.
Çак ĕçĕн тăсăмĕ шкулсем тăвасси пулса тăчĕ. Ача сачĕн çулĕ питĕ хăвăрт шкул çулне куçать. Чăваш Республикинче ултă çулта 3675 вырăнлăх 10 шкул хута янă. Çапах та хальлĕхе икĕ сменăпа ĕçлекен учрежденисем те пур-ха. Раççей Президенчĕ икĕ сменăпа вĕренессине 2025 çул тĕлне пĕтерме хушрĕ.
Республикăра «Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче 2016—2025 çулсенче çĕнĕ вырăнсем уçасси» çумпрограмма çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2025 çулччен 15745 вырăнлăх 32 шкул тумалла тата реконструкцилемелле, çавăн пекех 1000 вырăнлă икĕ çурта юсамалла.
Çумпрограммăна пурнăçа кĕртсе Шупашкарти Гладков урамĕнче 1100 вырăнлăх çĕнĕ шкул хута янă. Пирĕн районти Эльпуç ялĕнче 165 вырăнлă шкулта шкул çулне çитмен 40 ача валли ушкăн уçнă. Шупашкарти тăваттăмĕш лицейри пÿлĕмсене реконструкцилени те 500 вырăнлă вĕренÿ корпусĕ тума май панă. Федераллă бюджетран пĕтĕмĕшле тăкаксен 3/4 пайĕ кайнă.
Асăннă çумпрограммăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр çеç Çĕрпÿри Кăнтăр микрорайонĕнче 1000 вырăнлă вăтам шкул тунă, Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш номерлĕ гимназие (225 вырăнлă) реконструкциленĕ.
2018—2020 çулсенче республикăра 400 вырăнлă кадет шкулне, «Волжский-3», «Новый город» тата «Садовый» микрорайонсенче вăтам шкулсем хута яма палăртнă. Çакă хальхи вĕренÿ заведенийĕсен ĕçне те çăмăллатать. Унсăр пуçне çĕнĕ микрорайонсенче пурăнакансен ачисем пурăнакан вырăнпа юнашарах пĕлÿ илме пултараççĕ. Пуçламăш шкулсем Етĕрнере /300 вырăнлă/ тата Патăрьелĕнче /154 вырăнлă/ те пулĕç.
Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçланса пыраççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *