Понедельник, 9 декабря

Усламçăсен кунĕ иртрĕ

Усламçăсен кунĕ иртрĕ

Февралĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залне пĕчĕк тата вăтам формăллă бизнес ертÿçисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ: ял хуçалăхĕнче, суту-илÿре, халăха кирлĕ пулăшу панă çĕрте. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин, бизнес-инкубаторăн специалисчĕсем те хутшăнчĕç.
Уйрăм предприятие ертсе, унти ĕçе кирлĕ пек пĕлсе йĕркелесе пырасси — йывăр çĕклем. Анчах та мал ĕмĕтлĕ, яваплăхран шикленмен усламçăсене патшалăх пур енлĕн те пулăшу парать, ыйтусем тухсан — хурав тупма пулăшать. Экономика министерствин предпринимательлĕхпе ремесласен аталанăвĕн пай начальникĕ Зухра Магомедова патшалăх паракан çăмăллăхсемпе кашни усламçă усă курма пултарнине, анчах та чылай чухне вĕсем хутсене хатĕрленĕ чух документсенче йăнăшсем янине асăнчĕ. Çакă вара — ура хуракан пулăм.
— Халĕ пирĕн пата çăмăллăхпа усă курас тесе 9 заявка тăратнă. Вĕсене пăхса тухса кирлĕ йышăну тăвăпăр. Эпир предпринимательсен интересĕсене хÿтĕлеме яланах хатĕр, — терĕ вăл.
Республикăри бизнес-инкубатор туса ирттерекен ĕç-хĕлпе паллашма та питĕ кăсăклă, кăмăллă пулчĕ. Асăннă организаци пурнăçĕсене бизнеспа çыхăнтарас тĕллевлĕ çынсемпе тĕрлĕрен ĕç ирттерет. Канашлура çавăн пекех патшалăх паракан çăмăллăхсем, кăткăслăхсене татса памалли çул-йĕрсем çинчен те калаçу пулчĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *