Пятница, 3 февраля

Тунă ĕçсем курăмлă, пурнăçламалли татах та пур

Тунă ĕçсем курăмлă, пурнăçламалли татах та пур

Паянхи кун ялта пурăнакансене хумхантаракан ыйту сахал мар. Шăпах çак ыйтусене пĕрле сÿтсе явас, вĕсене хурав парас тесе ялсенче граждансен пухăвĕсем йĕркелеççĕ те. Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Аслă Çĕрпÿел, Александровка, Асанкасси, Комсомольски ял тăрăхĕсенче вара пухусем ирттерме те ĕлкĕрчĕç.
Асăннă пухусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял çыннисем çеç мар, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, социаллă хÿтлĕх, тĕп больница, полици, пенси фончĕн, пушар надзор уйрăмĕн, ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем хутшăнни паха. Вĕсем, тĕрлĕ темăна çутатнипе пĕрлех, ял çыннин ыйтăвĕсем çине те хуравлаççĕ.
Акă, февралĕн 20-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ялсенче — Нĕркеçре, Çĕнĕ Кипеçре, Хирти Сĕнтĕрте — граждансен пухăвĕсем иртрĕç. Кун йĕркинче, паллах, асăннă территоринче пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе туллин паллаштарнă. Чи пĕлтерĕшлĕ те курăмлă ĕçсенчен пĕри вăл — Хирти Сĕнтĕр ялĕнче хоккей площадки хута яни. Ĕçе пурнăçлама республикăри, вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă тата ялти харсăр çынсем парса пулăшнă. Пĕрле тăрăшса ĕçленипе спорт площадки хута кайнă. Çавăн пекех Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ республикăри вырăнти пуçарулăха пулăшу кÿрекен ятарлă программăна иккĕмĕш хут хутшăнса конкурсра çĕнтернĕ. Программăн тĕллевлĕ пулăшăвĕпе ялсенчи урамсенче энерги перекетлекен лампочка ытларах лартма май килнĕ. Кунта, паллах, вырăнти пуçлăхсем тăрăшнине çеç мар, ял çыннисем маттур пулнине те палăртмалла. Кăçал та вĕсем асăннă конкурса тепĕр хутчен хутшăннă. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе Хирти Сĕнтĕр, Янкасси, Нĕркеç ялĕсенчи масарсене тирпейлеме усă курасшăн: картасене юсамалла, масар лаптăкне пысăклатмалла…
Çавăн пекех пĕлтĕр ял çыннисем тăрăшнипе пурнăçланă чылай ĕçе те уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Йышпа тăрăшсан кирек мĕнле ĕç те хăвăрт пулать. Акă, Нĕркеç ялĕнчи Октябрьская урама бетон плитасем сарнă. Унтан часовня алтарьне хăпартма никĕс янă, ăна купаласа хăпартнă, çивиттине витнĕ. Янкасси ялĕнчи икĕ урама пĕрлештерекен кĕпере тĕпрен юсанă. Çакăнта пĕтĕмпех ял çыннисем нимелле ĕçленĕ. Унпа пĕрлех çамрăксем Янкасси ялне пырса кĕнĕ çĕре ял ятне палăртакан стела та вырнаçтарнă.
Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем те кĕпер юсанă, асфальт ванчăкне туянса çул сарнă. Çакă пĕтĕмпех пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă.
Тирпей-илем тенĕрен, ялта пурăнакансене тата ял тăрăхĕн администрацине çÿп-çап ыйтăвĕ канăç памасть. Çавна уçăмлатас тесе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ Çĕмĕрлери «Проф-Эко» ООО-па килĕшÿ тунă. Вĕсем ял тăрă-хĕнчи ялсенчен çÿп-çуп турттараççĕ. Çак ĕçе хальлĕхе уйăхра икĕ хутчен пурнăçлама палăртнă. Тата асăннă организаци ял çыннисене çăмăллăх та парать: çулталăкне икĕ хутчен кирлĕ мар ăпăр-тапăра тÿлевсĕр илсе тухать. Ку вăл — субботник ирттернĕ хыççăн тата масар территорине тасатсан. Çакăнта ял çыннисене пĕлме палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. «Проф-Эко» ООО кирлĕ мар хытă каяшшăн укçа тÿлет. Сăмахран, пластмас, кĕленче савăтсене, ещĕксене, çатăркасене, хута, полипропилен продукцине, ми-хĕсене укçалла пуçтараççĕ. Пĕр килограмшăн 20 пусран пуçласа 7 тенкĕ таран тÿлеççĕ. Паллах, вĕсене кашнине уйрăмшарăн пуçтармалла. Ку чăннипех те лайăх. Тен, малашне çырма-çатрари çÿп-çап сахалрах пулĕ е пачах пулмĕ. Выртса çÿрекен ăпăр-тапăр та сахалланĕ. Хамăр пурăнакан вырăнта тирпей-илем хуçалантăрах.
— Ăпăр-тапăртан тасалас тĕллевпех ял тăрăхĕнче чылай ĕç пурнăçланă. Контейнерсем лартса панă. Субботниксенче кирлĕ мар япаласене тракторпа та турттарнă. Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО-па та ĕçлесе пăхрăмăр. Халĕ «Проф-Эко» ООО-па ĕçлесшĕн. Çакă вара пĕтĕмпех ял çыннисенчен килет. Вĕсем вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлесессĕн, килти ăпăр-тапăра автомашина килнĕ çĕре пуçтарса хурсан ĕç кал-кал каймалла. Уйăхра пĕр çын пуçне 55 тенкĕ тÿлемелле пулать. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен, вăрçă ветеранĕсен, 14 çул тултарман çамрăксемшĕн тÿлеме кирлĕ мар. Майĕпен ĕç пурнăçланасса шанатăп, — терĕ Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
Пурнăçланă ĕçсем чăннипех те курăмлă. Кăçал тума палăртни те сахал мар. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем малашлăха тинкереççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Хирти Сĕнтĕрти клуба юсамалла. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 800 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Янкасси ялне çитерекен асфальт çула юсамалла. 2019 çулта Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетме плана кĕртнĕ. Апла пулсассăн ялсем çĕнелеççĕ, вăй илеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *