Пятница, 19 апреля

Илья Прокопьева асра тытса

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енри патшалăхăн, политикăн тата обществăн паллă деятелĕ Илья Павлович Прокопьев пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.

Илья Павлович пурнăçне Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тата тăван халăхшăн ĕçлессипе çыхăнтарнă. Чăваш халăхĕ ăна ĕçе чунран парăннăшăн, хăйĕнчен тата ыттисенчен çирĕп ыйтма пĕлнĕшĕн, татăклă йышăнусем тума пултарнăшăн хисепленĕ.

Чăваш Енĕн ăнăçлă аталанăвĕн çулĕсем Илья Павлович ячĕпе тачă çыхăннă. Çав вăхăтра республикăра Пĕтĕм Союз пĕлтерĕшлĕ стройкăсем пуçланнă, Шупашкарти трактор заводне, Шупашкар ГЭСне, «Куç микрохирургийĕ» комплекса, Тĕп стадиона, халăх хуçалăхĕн ытти объектне хута янă. Çак çулсенчех Çĕнĕ Шупашкар ỹссе ларнă, çĕнĕ çуртсем хута янă. Шупашкар хули Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк индустри, ăслăлăх тата культура центрĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Илья Прокопьев республикăра пĕтĕмĕшле тата професси пĕлĕвĕ паракан шкулсене, аслă вĕрентĕве аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1967 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнă.

Петр Баринов асаилĕвĕнчен, çав çулсенче вăл Комсомольски райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă:

— Пысăк чун-чĕреллĕ, пултаруллă ертỹçĕн ячĕ Чăваш Республикин тата Раççейĕн историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Илья Павлович КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ тапхăрсем республикăри чи пысăк аталанупа çыхăннă. Шăпах çак вăхăтра колхозсемпе совхозсем патшалăх пулăшнипе чылай çи-рĕпленчĕç, тĕрекленчĕç. Вăл вăй-халне шеллемесĕр халăх ырлăхĕшĕн тăрăшатчĕ. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те çулсерен ỹссе пычĕ. Комсомольскинче хуçалăхсем хушшинчи 4000 пуç выльăх самăртмалли комплекс хута кайрĕ. Ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ: культура çурчĕсем, çĕнĕ шкулсем ỹссе ларчĕç. Кашни яла çитме асфальтлă çулсем сарчĕç. Районта Комсомольски, Çĕнĕ Мăрат, Шурут вăтам, Александровка тĕп шкулĕсем хута кайрĕç.

Унăн ячĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрех упранĕ.

Источник: «Каçал Ен»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *