Пятница, 27 января

Ют укçана вăрламалли çĕнĕ мелсем вăй илеççĕ

Юлашки вăхăтра ытларах карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса улталаççĕ. Социаллă сетьсенчи «çĕмĕрнĕ» страницăсенче çыру çỹретнĕ май, çывăх çыннăр преступлени тунине кура полицие лекнĕ тесе, çавăн пекех хăйсемпе вăл е ку социаллă служба ĕçченĕ пек паллаштарса улталасси те çав-çавах пĕтмест. Ултав тĕслĕхĕ нумайлансах пыни палăрать.

Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерỹсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те — банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Чылай чухне тата социаллă сетьсенче калаçу йĕркелесе укçа куçарса пама ыйтаççĕ. Çакăн пек ултав серепине Урмаел ялĕнче пурăнакан хĕр те çакланнă. «ВКонтакте» социаллă сетьре ăна пĕлĕшĕнчен хыпар килнĕ, вăл ăна 1110 тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Хĕр нумай шутласа тăман, банк карточки çине укçа куçарнă та. Кайран çеç çакă ултав пулнине ăнланнă.

Тепĕр тĕслĕхре те Урмаел арçыннине шăннă пăр çине лартнă. Палламан çын карас телефонпа шăнкăравласа автомашина запчаçĕсем сутнине пĕлтернĕ. Туянма кăмăл пулсассăн банк карточки çине укçа куçарса пама ыйтнă. 21 пин тенкĕ куçарса парсассăнах тавара вырăна çитерме шантарнă. Шел пулин те, вăл улталаннă.

Кун пек тĕслĕхсем республикăра та чылай пулнă. Çавăнпа та районта пурăнакансене çав тери асăрхануллă пулма ыйтасшăн.

Телефона ача-пăча тытасран та сыхланмалла. Ачасем Интернетран тем тĕрлĕ программа «уçлаççĕ» — хайхи усал вируссене çаклатасси те пулма пултарать. Çийĕнчен Интернетпа çыхăнакан телефона антивирус программипе те тивĕçтермеллех.

Укçа-тенкĕ куçарса париччен малтанах çывăх çыннăрпа хăйĕнпе çыхăнма тăрăшăр. Ыйтса пĕлмесĕрех укçа куçарса ан парăр. Тавар туяннă чухне вара çав тери тимлĕ пулмалла. Пĕли-пĕлми çынна епле пысăк укçа тыттармалла-ха?

Ултавçăсем тем тĕрлĕ майпа та усă курни пирки нумайăшĕ пĕлет. Анчах та çав серепене татах лекеççĕ. Полици граждансене тимлĕрех пулма, телефонпа е ытти майпа илекен информацие тĕрĕслеме сĕнет, лайăх палламан çынсене шанма юраманни пирки аса илтерет. Иккĕленỹ çуратакан мĕнпур тĕслĕхре çийĕнчех полиципе çыхăнăр! Ахаль телефонпа — 02, кĕсье телефонĕпе 020 е 102 номерсемпе шăнкăравламалла.

Ултавçăсен серепине çакланас мар тесен:

— картта номерне, пин-кодне, вăрттăн кодне, унпа хăçанччен усă курма юранине, ятăрпа хушаматăра никама та пĕлтерме юрамасть;

— пин-кода астуса юлмалла е уйрăм вырăнта упрамалла;

— карттăна нихăçан та ют çын аллине ан парăр.

А.ВЛАДИМИРОВ,

участковăй.

Источник: «Каçал Ен»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *