Понедельник, 24 июня

Метка: экономическое развитие района

Пурнăçланă ĕçсем курăмлă, тĕллевсем паллă

Пурнăçланă ĕçсем курăмлă, тĕллевсем паллă

Мартăн 5-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче районăн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2018 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николй Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Кунта районти суту-илÿ предприятийĕсен — райпон, «Кооператор» ООО, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн, Хайртдинова фермер хуçалăхĕн — продук