Спорта парăннă ветеран
Урампа утса иртнĕ чухне, çирĕплетсех калатăп, никам та ăна сакăр теçеткере тесе шутламасть. Уттисем вăр-вар, сăн-питне те ватлăх сĕмĕ пусса илмен. Чăннипе вара, Комсомольскинче пурăнакан Василий Иванович Пундяков çак кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Пурнăçĕ çăмăлах килмен унăн, хур-шурне нумай курнă вăл. Вăрçă умĕн кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ йывăр çулсене килнĕ. Апат-çимĕç енчен те, тумтир тĕлĕшпе те хĕн лекнĕ. Ача ачах ĕнтĕ, кил-çуртра, колхозра ĕçленипе пĕрлех урамра выляса кулма та вăхăт тупнă. Вăл вăхăтри шăпăрлансем вăрçăлла выляма юратнă. Май пулсанах Кĕтнере шăмпăлтатнă. «Вăл вăхăтра ку юхан шыв тап-тасаччĕ, çынсем апат пĕçерме те ун шывне ăсса хăпаратчĕç. Çырмаран çу кунĕсенче ача-пăча татăлмастчĕ», — аса илет Василий Иванович. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр ураран кайман. Шартлам