Туссемпе пĕрле хавассăн, ай, юрларăм савăнса
Мартăн 8-мĕшĕнче, Комсомольски район центрĕнче сивĕ хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса хÿхĕм çуркуннене хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Хĕле ăсатни, Çăварни уявĕн эрнипе пĕр килнĕрен, уява килсе çитнисем:
"Эй, çăварни, çу эрни!
Пыллă, çуллă икерчи.
Сивĕ хĕлĕн урине,
Туссем, паян хуçар-и?
Юрласа та ташласа,
Тĕрлĕ вăйă выляр-и?" — тесе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.
Хĕле ăсатса çуркуннене алă паракансене тата пуçтарăннисене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пухăннисене уяв ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламласа ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç.
Уяв программи çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Кунта çуллă икерчĕ, тутлă шушкă-пĕремĕк, кукăль ас тивсе пăхма çеç мар, тутлă чей ĕçсе тата