Хыт каяшсене пăрахаççĕ – укçине тÿлемеççĕ
Тăван тавралăх илемлĕ те хитре пултăр тесе сахал мар тăрăшатпăр: субботниксем йĕркелетпĕр, йывăç-тĕм лартатпăр, чечексем акатпăр. Апла пулин те, çакă çителĕксĕртерех. Пурăнакан вырăн тирпейлĕ теме çук. Хыт каяшсене илсе тухасси те йывăррăн пурнăçланать. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхпе хыт каяшсене тиесе тухма республикăра ятарлă регион операторне çирĕплетнĕ. Вăл — "Экоцентр" МВК. Çак ĕçе пуçăннăранпа 8 уйăх иртрĕ пулин те йăлтах кирлĕ пек йĕркеленĕ теме иртерех.
Малтанхи вăхăтра районти хыт каяшсене Патăрьелĕнчи "Полигон" ООО турттарса тухрĕ. Çак вăхăтра калаçмалли, сÿтсе явмалли, кăмăлсăрланмалли чылай пулчĕ. Тĕрлĕ ялсенче, район центрĕнче контейнерсем çеç мар, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем пĕтĕмпех тулса кайнине курма тÿр килчĕ. Хыт каяшсене илсе тухнăшăн тÿлемелли квитанц